Теччӗре шăматкун «Чӳклеме» пулать
Сентябрь уйăхӗн 14-мӗшӗнче Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче «Чӳклеме» иртереҫҫӗ. Уяв 10 сехетре пуçланать.
Чӳклеме – тулӑх çимӗçсемшӗн Турра, çутçанталӑка тав туни. Çамрӑксене туслӑ та килӗштерсе пурӑнма, ӗçчен те пултаруллӑ пулма вӗрентекен уявсенчен пӗри вăл. Теччӗсен «Чӳклеми» тахçанах ӗнтӗ район шайӗнчи мероприяти кăна мар, унта хутшăнакансен шучӗ ӳссе пырать.
Каласа хăвармалла çулсерен ирттерекен уява теччӗсем пӗлтер ирттермерӗç. Сăлтавӗ питӗ хурлăхлă: ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă икӗ чăваш каччипе – Йӳккел ялӗнче çуралса ӳснӗ Павел Карпов ефрейторпа тата Шанчăра çитӗннӗ Сергей Хураскин аслă матроспа – сывпуллашни.
Чӳклеме» пӗр çул та шаблонпа иртмест. Кашнинче мӗн-тӗр çӗннине куратăн кунта. Кăçал йӗркелӳçӗсем мӗнле çӗнӗлӗхсем кӗртнине çитсе курмаллах.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев