ТЕЛЕЙЛӖ БИЛЕТ ӖМӖТЕ ПУРНĂÇЛАТЬ
Декабрӗн 25-мӗшӗнче «Татнефть Арена» Пăр керменӗнче Республика ёлки пулчӗ
Декабрӗн 25-мӗшӗнче «Татнефть Арена» Пăр керменӗнче Республика ёлки пулчӗ
Хусан вӗренӳре, тӗрлӗ ăмăртусенче, конкурссенче çӗнтернӗ ачасене Республика ёлкине кашни çул пуçтарать. Кăçал декабрӗн 25-мӗшӗнче «Татнефть Арена» Пăр керменӗнче 17 пине яхăн ача пуçтарăнчӗ. Тăван Çӗршывăн чысне ятарлă çар операцийӗнче хӳтӗлекенсен ачисем те пур кăçал ёлкăра.
Тунтикун ир-ирех лапка-лапка юр çума пуçларӗ, çулсене кӗртсем лартнипе Республика ёлкине килме тухнă автобуссем вăхăтра çитеймерӗç, апла пулин те пурте залра вырнаçса лармасăр Çӗнӗ çул спектакльне пуçламарӗç. ТР Раисӗ Рустам Минниханов пурне те кӗтсе илме хушнă.
Пăр керменне маларах пынисене çак вăхăтра тунсăхлама памарӗç, «Малтисен юхăмӗнчи» çамрăксем вӗсемпе кану программи ирттерчӗç. Пурте пухăнсан ТР Раисӗ Рустам Минниханов ачасене саламларӗ: «Эпир аслисем, юрататпăр сире, мухтанатпăр сирӗнпе. Эсир ăслă, телейлӗ, сывлăхлă, чыслă ӳсчӗр тесе ăнтăлатпăр. Сирӗн алăра Тăван çӗршывăн пуласлăхӗ». Рустам Нургалиевич вӗренекенсем тăрăшнипе Тутарстан 2023 çулта Пӗтӗм Раççейри «Самый читающий регион», «Регион добрых дел» конкурссенче çӗнтернине, «Профессионалы» профессири ăсталăх чемпионатӗнче II вырăн çӗнсе илнине, «Абилимпикс» наци чемпионатӗнче кӗмӗл медале тивӗçнине каларӗ. 11-мӗш çул республика Пӗтӗм Раççейри шкул ачисен олимпиадинче III вырăн йышăннине те аса илчӗ. Çитес çул тата интереслӗрех пуласса шанать ТР Раисӗ, 2024 çул Тутарстанра Наукăпа технологи аталанăвӗн çулталăкӗ-çке.
Рустам Минниханов саламӗ хыççăн ёлка пуçланчӗ. Ăна хатӗрлекенсем Василий Аксеновăн «Счастливый билет» хайлавӗпе, «Полярный экспресс» мультфильмпа тата ытти паллă произведенисемпе хавхаланнă курăнать.
Пилӗк ача экспресс-поезд çине лараççӗ, кашнин аллинче телейлӗ билет. Вăл ӗмӗтленнине пурнăçлать. Анчах ачасем ӗмӗте туйăм вылявӗпе арпаштармаççӗ-ши? Кашни станцинче вӗсене тӗрӗслев кӗтет. Туслăх, юлташлăх пуррипе ачасем чыслăн тухаççӗ вӗсенчен.
Интереслӗ сюжетлă, хитре ёлка лартакан ушкăна ырламалла. Сценограф ӗçне уйрăмах палăртнă пулăттăм — цифра технологийӗсемпе пӗлсе усă курнă. Спектакле хутшăнакансене, ташшисене лартакансене мухтамалла...
Уйрăммăн каласа хăвармалла: спектакль икӗ чӗлхепе пычӗ, анчах пӗр сăмаха вырăсла та теприне тутарла каланипе мар, юрăсенче те, калаçнă чух та артистсем пӗр фразине вырăсла калаççӗ, çав вăхăтра экрансем çине тутарла çырни тухать, тепӗр фрази тутарла пулсан, экран çине вырăсла çырни тухать.
Сăнӳкерчӗк rais. tatarstan.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев