Телевизор юсакансем хальхинче çук
Августăн 22-27-мӗшӗсенче «Пуласлăх санăн аллунта» девизпа иртет WorldSkills ӗç профессийӗсен 45-мӗш тӗнче чемпионачӗ.
Августăн 22-27-мӗшӗсенче «Пуласлăх санăн аллунта» девизпа иртет ӗç профессийӗсен ăсталăхӗн юбилейлă, 45-мӗш WorldSkills тӗнче чемпионачӗ. Ӗнер вăл Хусанта хаваслă лару-тăрура уçăлчӗ. Палăртса хăварар, ку чемпионата Раççей пуçласа йышăнать. 63 çӗршывран пурӗ 1351 çамрăк профессионал хутшăнать унта. Вӗсем хăйсен ăсталăхне строительствăпа информаци технологийӗсенчен пуçласа модăпа обществăлла сервис таран, пурӗ 56 компетеницире, кăтартаççӗ.
Çак тӗлӗшпе Kazan Expo халăхсем хушшинчи курав центрӗн площадкине 6 сектора пайланă. Çӳллӗ технологисем аталаннă май, профессисем те пӗр вырăнта тăмаççӗ. Хăш-пӗри кивелнипе рынокра кирлӗлӗхне çухатать, ун вырăнне çӗнӗ профессисем йышăнаççӗ. Калăпăр, иртнӗ чемпионатра кăна-ха телевизорпа радио юсакансем ăмăртнă пулсан, хальхинче çук. Вӗсене çӗннисенчен – хăна çурчӗсен ӗçне йӗркелесси тата шыв технологийӗсем – ылмаштарнă.
(И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев