Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тепӗр 5 çул çулла шăрăх пулать-ха

Ученăйсем шăрăх çанталăклă çулла 2019-2020 çулсенче те пулас шанăç 64  процентран та иртнине калаççӗ.

Çуллахи çанталăк сахалтан та тата 5 çул шăрăхланса кăна пырать-ха, тесе пӗлтерет РИА-Новости хӗвеланăç климатологӗсен прогнозӗ çине таянса. Çӗр чăмăрӗ ăшăнса пынин сăлтавӗ хӗлле нормăран ăшăрах, çулла сивӗрех, унтан хум-хум шăрăх, эрнесерен пыракан çумăрсем, типӗ çанталăк пек «тӗрӗс мар» çанталăкра. Кун пек пулăмсем малашне нумайланса пысăкрах территорие сарăлса пыраççӗ.

 Ученăйсен шучӗпе, вилеслӗхе ӳстерет ку. Мӗншӗн тесен çуллахи кашни «ытлашши» градус вилекен çынсен шутне 5 процента ӳстерет. Сывлăш температури нормăран иртни типӗ çанталăка, хум-хум килекен шăрăха, ытти çанталăк аномалийӗсен тăтăшлăхне ӳстерет. Ученăйсем шăрăх çанталăклă çулла  2019-2020 çулсенче те пулас шанăç 64  процентран та иртнине калаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев