Тепӗр хут аса илтеретпӗр, Тутарстанра БПЛА çинчен хыпара интернета кăларма юрамасть!
Тутарстанра БПЛА вӗçнине тата вӗсем мӗнле сиен кӳнине сăн тата видео ӳкерсе интернета, массăллă хыпар хатӗрӗсене, социаллă сетьсене, мессенджерсене вырнаçтарма ЮРАМАСТЬ. Кун пирки Указа ТР Раисӗ Р.Минниханов кăçал августăн 29-мӗшӗнче алă пуснă.
kt.tatarstan.ru сайт пӗлтернӗ тăрăх, çак япаласене тума ЮРАМАСТЬ:
– Пилотсăр вӗçекен аппаратсем (БПЛА) вӗçни, мӗнле дрон пулнине , унăн траекторине, янă, ӳкнӗ вырăнсене тата объектсене лекнине СĂН тата ВИДЕО ӳкерме;
– Тутарстан территорийӗнче ПВО, радиоэлектронлă кӗрешӳсем çинчен информаци вырнаçтарма;
– ПВОсем ăçта вырнаçнин вырăнне кăтартма.
Чару федераллă тата официаллă влаçсен официаллă хыпарӗсене пырса тивмест.
Ан манăр, çакăн йышши информаци вырнаçтарса эсир, пӗрремӗшӗнчен, тăшмана пулăшатăр, иккӗмӗшӗнчен, оперативлă службăсене ӗçлеме чăрмантаратăр. Енчен те тӳпере БПЛА вӗçнине курсан çийӗнчех 112 телефонпа шăнкăравласа пӗлтермелле. Ан манăр, регионăн хăрушсăрлăхӗ пирӗн тимлӗхпе яваплăхран нумай килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев