Тимофей Туйдуков ачасене Афган вăрçинче хăйӗн куçӗпе курнине каласа пачӗ
Февралӗн 15-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс шкулӗнче совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 32 çул çитнине халалласа «Афганистан: паттăрлăх тата астăвăм» ятпа асăну мероприятийӗ иртрӗ. Ăна истори вӗрентекенӗ В.Н.Тихонов хатӗрленӗ. Ялти библиотекарь Л.Караева шкулта вӗренекенсене Афган вăрçи çинчен, унта совет салтакӗсем кăтартнă паттăрлăх пирки тӗплӗн каласа пачӗ.
Афганистанра хамăр ентешсем те пулнă. Вӗсенчен пӗри – Т.Н.Туйдуков – мероприятие хутшăнса ачасене Афган вăрçинче хăйӗн куçӗпе курнине каласа кăтартрӗ. Тимофей Николаевич вăрçăри пурнăç, пӗрле хӗсметре тăнă салтаксем, командирсем, йывăр çапăçусем çинчен каласа панине вӗренекенсем çăвар карсах итлерӗç. Çавăн пекех библиотекарь ятарласа хатӗрленӗ «Ахаль арçын ачасемех» кӗнекесен куравӗпе те паллашрӗç. Юлашкинчен пурте пӗрле Афганистанра çар тивӗçне пурнăçланă чух пуç хунă Г.Л.Илюшкина чыс туса унăн палăкӗ патне кăшăл хучӗç.
Лидия КАРАЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев