Тимӗр-бетон ункинче тунӑ çуртăн алăкӗ те, кантăкӗ те пур
«Ипотекăсăр, хушма тӳлевсемсӗр. Илсе кай та пурăн», – йӗкӗлтешсе çырнă сутаканӗ.
Хусанта ЖБИ çаврашкинчен тунă бюджетлă çурта сутлăха тăратнă. Аvito порталӗнчи пӗлтерӳре унăн хакне 3,8 пин тенкӗ тесе палăртнă.
«Ипотекăсăр, хушма тӳлевсемсӗр. Илсе кай та пурăн», – йӗкӗлтешсе çырнă сутаканӗ.
Çурт тăршшӗ 2 метр, çӳллӗшӗ 0,89 метр. Ăна тăвакансем шала кравать, лампа вырнаçтарнă. Бетон ункăра чӳрече каснă. Тата кӗмелли алăк тунă.
Пӗлтерӗве паркан çута ГОСТпа туса хатӗрленӗ тесе ӗнентерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев