Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӳпене парăнтарнă çын

Пӗрремӗш космонавт Ю.А.Гагарин çуралнăранпа 85 çул çитнине тата Космонавтика кунне халалласа П.Дементьев музейӗнче Упири вăтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсен хутшăннипе «Тӳпене парăнтарнă çын» информаци сехечӗ иртрӗ.

Юрий Гагарин 1961 çулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче ирхине 6 сехетре Казахстанри «Байконур» космодромран тӳпене çӗкленнӗ – космоса çул уçнă тӗнчери пӗрремӗш космонавт пулса тăнă. Юрий Алексеевич 1934 çулхи мартăн 9-мӗшӗнче Смоленск облаçне кӗрекен Гжат районӗнчи Клушино ялӗнче çуралнă. Пулас космонавт шкул хыççăн Мускав облаçӗнчи Люберцы хулинче вырнаçнă ял хуçалăх транспорчӗн, Саратоври, каярах Оренбургри çар вӗçев училищисенче вӗреннӗ. Ю.Гагарин 1968 çулхи март уйăхӗн 27-мӗшӗнче Владимир облаçне кӗрекен Киржач хулинче вӗренӳ вăхăтӗнче вилнӗ.

Мероприятире пӗрремӗш космонавт Ю.А.Гагарин çинчен «Тӳпене парăнтарнă çын» видеоролик курчӗç, çаплах «Çӗр çинчи пӗрремӗш космонавт» хăтлавпа, космонавтика историйӗпе, çыннăн космосри пӗлтерӗшӗ çинчен, чăвашсен кăйкăрӗ А.Г.Николаев, В.Н.Терешкова  хӗрарăм – космонавтсен ӗçӗ-хӗлӗпе паллашрӗç. Пулас космонавтăн спортпа туслă пулмаллине çирӗплетрӗç.

Юлашкинчен ачасем хăйсен пӗлӗвне космонавтика историйӗпе çыхăннă «Космонавтика пӗлӳçисем» интерактивлă викторинăна хутшăнса тӗрӗслерӗç. (Юрий АДЪЮТАНТОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество