ТР Çамрăксен ассамблейин отчетпа суйлав конференцийӗнче Юлия Еремеевăна Тав хучӗпе чысларӗç
Юнкун Хусанти Туслăх Çуртӗнче Тутарстан халăхӗсен Çамрăксен ассамблейин отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, ТР Халăхсен ассамблейин председателӗ Ф. Х. Мухаметшин та хутшăнчӗ. Республикăри наци юхăмӗсен хастарӗсем 2023 çула пӗтӗмлетрӗç, ку çулта тумалли ӗçсен планӗпе паллаштарчӗç.
Фарид Мухаметшин конференци делегачӗсене республика ертӳлӗхӗн ятӗнчен саламларӗ, çамрăксен ӗçне пысăк хак пачӗ. «Ӗçлеме пуçланăранпа Çамрăксен ассамблейи обществăн республикăра пурăнакан нумай нациллӗ çамрăксене пӗр çӗре пуçтаракан авторитетлă институчӗ пулса тăчӗ. Ăна халӗ пурте пӗлеççӗ. 175 наци пурăнакан Тутарстанра тăван чӗлхесене, культурăна тата йăла-йӗркесене упраса малалла аталантарас ыйту яланах пӗлтерӗшлӗ вырăнта. Эсир питӗ паха ӗç илсе пыратăр, çапла эпир çамрăксене пурнăçра тӗрӗс çул суйлама пулăшатпăр. Эппин хамăр республикăн тата çӗршывăн пуласлăхӗ пирки шутлатпăр. Тавах Çамрăксен ассамблейине пирӗнпе пӗрле пысăк ӗç тунăшăн!» — терӗ Фарид Хайруллович. Халăхсен ассамблейин ертӳçи республикăри наципе культура автономийӗсен представителӗсен пуçарăвӗсене яланах тӗрев панăшăн ТР Раисне Р. Н. Минниханова тав турӗ.
Ума лартакан задачăсем пирки каланă чух Ф. Мухаметшин Çамрăксен ассамблейин пайташӗсене районсене тăтăшрах тухса çӳреме, унти ӗçтешӗсемпе ытларах хутшăнма сӗнчӗ.
«Мы Россияне» Раççей халăхӗсен çамрăксен ассамблейин председателӗ Дина Громатикополо Тутарстан çамрăкӗсен команди федераллă шайра та питӗ курăмлă ӗçленине, Тутарстан пур енӗпе те наци политикине пурнăçлас енӗпе тӗслӗх пулнине палăртрӗ.
Федераци Канашӗн Регламент тата парламент ӗçне йӗркелесе пыракан комитечӗн председателӗн çумӗ Александр Терентьев çамрăксене малашне те республикăри халăхсен хушшинчи килӗшӗве тӗпе хурса ӗçлемеллине яланах асра тытма сӗнчӗ. Çамрăксен ассамблейин ӗçӗпе организацин ертӳçин çумӗ Диляра Дамар каласа пачӗ. Вăл тӗп задача яланах тӗрлӗ халăхсен пултаруллă çамрăкӗсене тупса палăртасси, вӗсен проекчӗсене тӗрев парасси пулнине палăртрӗ, 2023 çулта ирттернӗ меропритисем пирки асăнчӗ.
Кăçал та Çамрăксен ассмблейи наци йăли-йӗркисене популяризацилес тӗллевпе тӗрлӗ проектсем пурнăçа кӗртесшӗн. Вӗсен хушшинче тутар çамрăкӗсен «Мирас» театрне, марисен «Храни традиции», мордвасен «Там на реке Рав» слечӗсене, чăвашсен «Аталан» форумнеудмуртсен «Мудорвай» конкурсне тата регионсен хушшинчи «Голоса Поволжья» юрăпа мелодекламаци конкурсне асăнчӗç.
Палăртса хăвармалла, чăваш çамрăкӗсем те хастар хутшăнчӗç конференцие. Нурлатри Туслăх Çурчӗн ӗçченӗ Джулия Ильдиярова хăйсен районӗнче çамрăксем мӗнле ӗçлени пирки каласа пачӗ. Хусанти Туслăх Çурчӗн этнокультура ӗçӗн методисчӗ, «Науруз гезеле — 2023», «Раççей Чăваш пики — 2023» конкурссен çӗнтерӳçи Юлия Еремеева ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин Тав хутне тивӗçрӗ.
Конференцире Çамрăксен ассамблейин çӗнӗ председателӗ пулма Мария Стукловăна суйларӗç. Вăл унччен Çамрăксен ассамблейин председателӗн çумӗ пулнă, Мордва наципе культура автономийӗнче çамрăксен юхăмӗн ӗçне йӗркелесе пынă.
Сăнӳкерчӗксем ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев