ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин журналистсене Раççей Пичет кунӗпе саламларӗ
Эсир пулмасан депутатсен сăмахне те, правительство йышăнăвӗсене те, никам та пӗлмӗччӗ», — терӗ Фарид Хайруллович.
Паян, январӗн 15-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф. Х. Мухаметшин Тутарстанра тухса тăракан МХХ представителӗсемпе тата хаçат-журналсен тӗп редакторӗсемпе тӗл пулса Раççей Пичет кунӗпе саламларӗ.
Мероприяти «Казан» Çемье центрӗнче иртрӗ.
«Эсир хыпара чи малтан илсе ăна вулакансем патне çитеретӗр. Сирӗн урлă эпир Тутарстанăн нумай нациллӗ халăхӗпе çыхăнатпăр. Сирӗн çăмăл мар ӗçе тата яваплăха питӗ лайăх ăнланатăп. Эсир пулмасан депутатсен сăмахне те, правительство йышăнăвӗсене те, никам та пӗлмӗччӗ», — терӗ Фарид Хайруллович.
Хăй сăмахӗнче вăл журналистсен династине тăсакан çемьесене асăнса чӗререн тав турӗ, ӗçре палăрнисене Патшалăх Канашӗн Тав çырăвӗсемпе чысларӗ.
Хăй сăмахӗнче парламент пуçлăхӗ тӗнчери лару-тăру пирки каласа журналистсен ӗçне пысăк хак пачӗ.
Мероприятие ТР Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев та хутшăнчӗ. Хăй енчен вăл ӗçтешӗсене саламласа сывлăх сунчӗ, кăçалхи çулти пысăк задачăсене асăнса вӗсене пӗрле татса памаллине палăртрӗ.
Владимир Васильев сăнӳкерчӗкӗ («Татар-информ»).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев