Тутарстан сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Марат Садыков Хусанти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн станцине тата 20-мӗш поликлиникӑна кайса килнӗ
Васкавлӑ пулӑшу станцийӗнче министр колл-центр сотрудникӗсемпе калаҫнӑ. Калаҫура вӑл операторсем тата пӗтӗмӗшле хӑвӑрт пулӑшу служби ҫине пысӑк нагрузка пулнине палӑртрӗ.
Поликлиникӑра Марат Садыков тухтӑр патне килнӗ ҫынсемпе калаҫнӑ тата учреждени ертӳҫисене поликлиникӑна килекенсенчен пурне те пулӑшу памалли ҫинчен аса илтернӗ.
Нет комментариев