ТР терроризма хирӗç кӗрешекен комиссин аппарат ертӳçин çамрӑк пулăшуçи пулма май пур
Хӑрушсӑрлӑх вӑл – пирӗншӗн те, пирӗн çывӑх çынсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Паянхи кун ӑна пысăк тимлӗх уйăрмалла. Экстремизмпа терроризм идеологийӗн профилактики енӗпе ӗçлеме Тутарстанра пурăнакан 18–35 çулти çамрăксем хутшăнма пултараççӗ.
Кăмăл пуррисем март уйӑхӗн 20-мӗшӗччен сайтра заявка ямалла.
Çамрӑк пулăшуçăсен конкурсӗ – терроризмпа экстремизм идеологийӗпе кӗрешес ӗçри тухӑçлӑ инструмент. 2017 çултан пуçласа 400 ытла çамрӑк проектăн çӗнтерӳçисем пулса тӑнă. Вӗсем профилактика ӗçӗнче пысӑк кӑтартусемпе палăрнă, вӗсен граждан позицийӗ енӗпе те активлӑ, професси карьерине патшалӑх тата çар службипе çыхӑнтараççӗ.
Конкурса хутшӑнакансем çамрӑксен хутлӑхне дерадикализацилессипе тата интернетра терроризма хирӗç контент сарассипе тӗрлӗ мероприятисем туса ирттернӗ. Вӗсенчен хӑшӗсене регионпа федераци шайӗнче грант парса пулӑшаççӗ.
Конкурса республикӑри муниципалитет пӗрлӗхӗсем пурте хутшӑнма пултараççӗ, проектсем кӳршӗри регионсене те сарӑлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев