Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖРЛЕНӖ РАÇÇЕЙ

Раççей Ялавӗн кунӗ тӗлне Чăваш Республикинче «Тӗрленӗ Раççей» фестиваль иртни çинчен каласа панă ЧР культура министрӗ Светлана Каликова.

Раççей Ялавӗн кунӗ тӗлне Чăваш Республикинче «Тӗрленӗ Раççей» фестиваль иртни çинчен каласа панă ЧР культура министрӗ Светлана Каликова.

Раççей Ялавӗн кунӗ августăн 22-мӗшӗнче иртет, фестиваль кунӗсем маларах пуçланаççӗ. «Тӗпрен илсен куракансемшӗн мероприятисем августăн 19-20-мӗшсенче иртеççӗ. Специалстсемпе экспертсемшӗн – августăн 17 – 21-мӗшсенче», – тесе пӗлтернӗ Светлана Анатольевна. Фестиваль ирттерме РФ Культура министерстви, Чăваш Республикин Правительстви тӗрев панă.

Фестивале çӗршывăн 70 регионӗ хутшăнать. Курава Чăваш патшалăх ӳнер музейӗнче уçаççӗ. 73 тӗрленӗ картта курма май пулӗ музее пынисен. Донецк Халăх Республики тата Свердловск облаçӗ ăстасен тӗрлӗ ушкăнӗсем тӗрленӗ икшер картта кӳреççӗ Чăваш Ене. Ленинград облаçӗн уйрăм картта, Санкт-Петербургăн хăйӗн картта пулать.

Паянхи куна «Тӗрленӗ Раççей» фестиваль 1000 тӗрӗ ăстине, ӳнерçӗсене, этнографсене пӗрлештерет.  Чăваш Республикинчи пекех чылай регионсем хăйсен карттине тӗрлнӗ çӗре муниципаллă районсене те явăçтарнă.

Шупашкара фестивале регионсенчен 135 ăста килӗ, вӗсен шутӗнче Донецк, Луганск Халăх Республикисенче пурăнакансем те пулӗç. Паллах, Чăваш Республикинчи хуласемпе муниципаллă округсенчи тӗрӗçсем те пуçтарăнӗç тӗп хулана.

Фестивальте творчество лабораторисем ӗçлӗç, лекцисем те вулӗç, мастер-классем те иртттерӗç.

Тутарстанăн тӗрленӗ карттине ТР культура министрӗ Ирада Аюпова Пăлхарта иртнӗ «Чӗрӗлӳ: Эпоса çӗнӗлле вулани» фестивальте кăтартрӗ, республикăри 43 муниципаллă район хутшăннă çак пысăк ӗçе тума. Паллах, ăна Шупашкарти ӳнер музейӗнче те курма пулӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-Информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура