Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тула тухмалли вырăнта палăк ларать

Хальхи скульпторсем тӗрлӗрен майпа чапа тухасшăн тăрăшаççӗ, е ку маркетингла утăм-ши?

Çырчаллинчи «Мастеровые» драма театрӗн ӗçченӗсем юсав хыççăн хăйсен заведенийӗн хӗрарăм туалетӗнче скульптура лартнă. Çамрăк хӗр унитаз çинче телефон тытса ларать. Çакна те хула халăхне культурăна хăнăхтарас тесе тунă, те урăх тӗллевпе – хальлӗхе пӗтӗмлетсе калама çук. Çапах та скульптура айӗнче текст пур: «Поговорила, оставь переговорную кабину в порядке. Удали следы пребывания и убедись, что кабина готова к новым переговорам». Арçынсен туалетӗнче йӗркене пăхăнмалли шӳтлӗ лозунгсем кăна çакăнса тăраççӗ тет. Лару-тăру 90-мӗш çулсен вӗçӗнче Михаил Евдокимов артист ӳкерӗннӗ «Про бизнесмена Фому» фильма аса илтерет. Унта тӗп сăнар ялта тӳлевлӗ туалет уçать те, шалта попугайсемлӗ оазис туса хурать.  

Çак палăка театрта лартнине Çырчаллинче пурăнакансем пурте кирлӗ пек ăнланман пулмалла, çынсен тарăхăвӗ соцсетьсене тухнă. Унта вара - пӗр пъесăри тӗп сăнар каланă пек – «Çын çăварӗ хапха мар, питӗрсе хураймастăн».

«Скульптура хăй вырăнӗнче ларать. Ăна никам та илсе хума палăртмасть», – тенӗ театр директорӗ критиксене. Çав вăхăтра туалетри палăк умене тăрса сăн ӳкерӗнес текенсем сахалăн мар иккен. Çакă вара театра ытларах çын илсе килет. Аптăрамалла.

«Челнинские известия» хаçат сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев