Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Турай – тӗне кӗмен чăваш ячӗ

Романсем кашни кун çуралмаççӗ, ӑна кашни çыравçах хайлаймасть. Анатолий Хмыт – Турӑ пилленисен йышӗнчен.

Романсем кашни кун çуралмаççӗ, ӑна кашни çыравçах хайлаймасть. Анатолий Хмыт – Турӑ пилленисен йышӗнчен

2006 çулта литература ани çине шикленерех пускалакан çыравçă шкул тетрачӗ хулăнăш пӗчӗк сăвă кӗнекисем çеç кăларатчӗ: те тупаççӗ-ха вӗсем хăйсен вулаканне, те çук. Паян ал тупанӗ хулăнăш кӗнекисен хуплашкисене пăхатăн та – вӗсенче иртнӗ вăрçăн вут-çулăмӗ малти вырăнта. Ун витӗр утса тухнă салтака паян çыравçă-баталист пек хисеплесе пахалатпăр. Ун пьесисемпе спектакльсем лартаççӗ, сăввисем юрăсенче янăраççӗ. Апла-тăк ветеран чăваш литературинчи пайтахранпа çырăнман фронт прозин амбразурине хăйӗн таланчӗпе хупласа тӗрӗс утăм тунă. Вăл пирӗн ентеш пулни лару-тăрăва тата ытларах сум кӳрет.

Нумай пулмасть Шупашкарти Чӑваш наци библиотекинче «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗн, Аксу районӗнчи Таркăн ялӗнче çуралса ӳснӗ Анатолий Хмыт çыравçăн «Турай» романӗн хӑтлавӗ иртрӗ. 2022 çул вӗçӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче кун çути курнӑ кӑларӑма пахалама писателӗн ентешӗсемпе юлташӗсем, çыравçӑсемпе журналистсем, литературоведсемпе вӗрентекенсем тата чӑваш литературине сума сӑвакансем йышлӑн пуçтарӑнчӗç.

Авторшӑн та, вулаканшӑн та кӗнеке тухни яланах савӑнӑç. Чӑваш   романӗ пичетленни чӑннипех пысӑк пулӑм. Романсем кашни кун çуралмаççӗ, ӑна кашни çыравçах хайлаймасть. Анатолий Хмыт Турӑ пилленисен йышӗнчен. Ку шухӑша тӗлпулура пӗрре мар палӑртрӗç. Шупашкарти пӗр шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗçлени те ăна роман калăплама пулăшнă-тăр.

Анатолий Дмитриевич пухӑннисене романа çырнин историйӗпе паллаштарчӗ. Унӑн пултарулӑхӗнче 1979–1989 çулсенче Афганистанра пынă вăрçă пысӑк вырӑн йышӑнать. 1982–1984 çулсенче автор хӑй те çар хӗсметӗнче çак çӗршывра пулнӑ. Апла çӗнӗ романри ӗçсем вулакана каллех сӑртлӑ-туллӑ, хӑрушӑ та тӗлӗнмелле çӗр çине илсе çитернинчен тӗлӗнме кирлех мар пуль. 

«Афганистанран тухса пӗтейместӗп, хӑйӗнчен вӗçертмест», – терӗ Анатолий Дмитриевич. Ун чухнехи пулӑмсене шав тишкерет, тӗпчет, çынсемпе – самана кӳнтеленӗсемпе – тӗл пулса калаçать, паттӑрсем çинчен çырать автор. Вӑл мар-тӑк кам-ха? Кам пӗлтерӗ Афганистан пирки тӗрӗслӗхе? Пӗри чӗнмесен, тепри çӑвара шыв сыпсан иртни çаплипех манӑçа тухать, вӑхӑт тусанӗпе хупланать.

Писатель вӑрçӑ тискерлӗхне, кирлӗмарлӑхне кӑтартса пама тӗллев лартнӑ. Çакна пурнӑçлама вӑл приключениллӗ роман жанрне суйласа илнӗ. Тӗп сӑнара – Турай ятлӑ чӑваш каччине – таçта та çитерет, темӗнле тӗрӗслев витӗр те кӑларать. Ниçта та çухалса каймасть яш. Чӑн чӑвашла аптраманлӑхпа мӗнпур йывӑрлӑха парӑнтарать. Автора Уртем сӑнарӗ те питӗ килӗшет-мӗн. Çӑва Ваççин хушӑвӗсене пурнӑçлакан вӑрӑра хӑйне евӗрлӗх, вӑр-варлӑх пурах. Нумай пӗлӳ илнипе мухтанаймасть вӑл, Уртемӗн хӑйӗн пурнӑç шкулӗ.

Кӗнеке редакторӗ Галина Антонова романпа чылай вӑхӑт çанӑ тавӑрса ӗçленине, хӑйне валли нумай çӗннине пӗлнине пытармарӗ. Пуштунсен чӗлхи, çураçу-туй йӑли-йӗрки, арçынпа хӗрарӑм хутшӑнӑвӗн уйрӑмлӑхӗсем, тухӑç пасарӗ... – тыткӑнлакан самант туллиех произведенире. Паллах, писатель роман çырас умӗн пысӑк тӗпчев ӗçӗ ирттернине пӗлтерет ку. Хушма материалсăр пуян содержаниллӗ хайлав калӑпланмӗ.

Чăваш Республикин Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ  Улькка Эльмен Анатолий Хмыта çӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа саламларӗ, уяв хуçи паянхи литература анинче тухӑçлӑ ӗçлекен авторсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. 

– Роман сюжечӗ тӳрех туртса кӗрсе каять, анчах ӑна васкаса мар, шухӑша путса вуламалла. Танлаштарусемпе ӑста усӑ курать Хмыт. Пулӑмсем пӗрин хыççӑн тепри черетленеççӗ, – терӗ Ольга Геннадьевна.

Николай Осипов литературовед тата критик пулӑмсен вӑхӑт талккӑшне тата сӑнарсен шутне пӑхсан роман тӑсӑлса кайнӑ повеçе аса илтернине асӑнчӗ. Хайлавӑн паха енӗсен шутне ун чӗлхи чӗрӗ, сюжечӗ кӑсӑк пулнине, автор жанр канонӗсене пӑхӑнса ӗçленине кӗртрӗ.

– «Турай» çӑмӑл литература хайлавӗ шутне кӗмест. Кунта шухӑшласа вуламалли нумай, – пӗтӗмлетрӗ Николай Николаевич.

Людмила Сачкова прозаик, шел пулин те, романпа туллин паллашма ӗлкӗреймен. Произведенире автор сӑмахӗсемпе, çутçанталӑка сӑнланисемпе анлӑрах усӑ курма сӗнчӗ вӑл ӗçтешне, диалог нумаййине палӑртрӗ. Илемлӗх мелӗсемпе сӑнарлӑ сӑмах çаврӑнӑшӗсене тишкернӗ май, Людмила Николаевна тӗслӗхсем илсе пачӗ, кун пек çырма арçын писатель çеç пултарать терӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Владимир Степанов романри çӗлен сӑнарне, мифологи паллисене тимлӗх уйӑрчӗ, хайлава теологи енчен хак пачӗ. 

– Нимӗнле тӗн те пӗр-пӗринпе хирӗçмест, усала вӗрентмест. Кирек мӗнле тӗн никӗсӗнче те – ырри патне туртӑнни, – терӗ Владимир Васильевич.

Хăтлава Хусантан Константин Малышев килсе çитнӗччӗ. Вăл çыравçăпа тахçанах юлташлă пулни пирки каласа пачӗ. 

– Анатолий Хмытăн вăрçă çинчен çырнă произведенийӗсене вилӗмпе виçсе-тӗрӗслесе кăларнă пек туйăнать мана. Вилӗм патне этем мӗн чухлӗ çывӑхрах, çавӑн чухлӗ чунӗ тасарах. Мӗнле? Вӑл улталама чарӑнать. Ултав вилме кирлӗ мар, ултав пурӑнма кирлӗ. Çав вилӗм çумӗнче çӳренине аса илсе çуратать те Хмыт хӑйӗн хайлавӗсене. Енчен те вӑрçӑ çинчен мансан, вӑл хӑй çинчен аса илтерет. Çӗнӗрен çӗкленет. Украинӑри ятарлӑ çар операцийӗ çакна çирӗплетет паянхи кун. Çавӑнпа та манма юрамасть. Шкулта ачасене астутарсах тăмалла унăн тискерлӗхӗ çинчен. Астӑватăр-и асаннесем: «Вӑрçӑ кăна ан пултӑр», – тенине? – терӗ Константин Анатольевич.

Çарта пӗрле пулнӑ юлташӗсемпе ӗçтешӗсем те Анатолий Хмыта ӑшшӑн саламларӗç, çирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хӑват, хавхалану сунчӗç.

Прозаик татах çӗнӗ роман çырма пуçӑннине пӗлтерчӗ. Эппин, кӗтетпӗр! Халӗ вара «Сувар» хаçатра номертен номере унăн «Турай» романне вулар.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература