Турхан юбилейне чаплăн паллă турăмăр
Юбилей каçне ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш писательсен союзӗн председателӗ тата «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова ертсе пычӗ. Вăл Евгений Турханăн биографийӗпе тӗплӗн паллашатарчӗ залра ларакансене. Тӗслӗхрен, юбиляр пултаруллă çыравçă çеç мар, артист та иккен. Патăрьел районӗнче ӗçленӗ, пурăннă вăхăтра илемлӗ пултарулăх ушкăнӗпе лартнă спектакльсенче тӗп рольсенче вылянă. Пулас журналист, çыравçă тата куçаруçă 5 çултах Габдулла Тукайăн Ухсай Яккăвӗ куçарнă «Шурале» юмахне вуланă.
75 çул тултарнă шурсухала ăшă сăмахсем калакансем нумай пулчӗç çак кун, юбилей концерчӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ иртрӗ. Чăваш халăх артистки Августа Уляндина чуна ачашшăн лăпкакан, куçран куççуль тухмалла кăмăла пырса тивекен юрăсем шăрантарчӗ. Хусанти хӗрсен ансамблӗ – Анжелика Еремеева ертсе пыракан «Ӗмӗт» фолк-ушкăн – чăваш халăх юррисене те, вырăсла та, тутарла та юрласа савăнтарчӗ. Артистсен ăсталăхӗ концертран концерта ӳссе пынине асăрхарӗç чăваш мероприятийӗсенче час-час пулакансем.
ТР Писательсен союзӗн председателӗ Ркаил Зайдуллин союз пайташне пуринчен малтан саламларӗ. Евгений Турхан пултаруллă писатель пулнине вăл сăмахпа каласа çеç мар, ТР Писательсен союзӗн «Литературăри çитӗнӳсемшӗн» медальне парса çирӗплетрӗ. Пулас кӗнекен алçырăвӗсене чиксе çӳреме илемлӗ кейс парнелерӗ.
Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн йӗркелӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ Иван Гаврилов та килнӗ саламлама. ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев çыравçă пултарулăхне мухтаса сăмах каларӗ. Çакă икӗ саламра писателӗн пултарулăхне сума суни çеç мар, ăна тав туни те илтӗнчӗ. Евгений Андреевич общество пурнăçне хастар хутшăнать. Тӗслӗхрен, Çӗнӗ çул уявӗсенче Хӗл Мучи пулать. Наци культурине аталантарас тӗлӗшпе ӗçлекен çак икӗ организаци ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнать. ТР Писательсен союзӗн поэзи секцийӗнче пӗрле ăсталăха туптакан Наиля Ахунова, паллă тутар писателӗн Гариф Ахуновăн хӗрӗ, сцена çине тухса хӗрӳллӗн саламларӗ. Секцире эмоцисем хӗрсе çитнӗ самантсенче Евгений Турхан хăйне виçеллӗ, лăпкă тытнине курса ыттисем те сăпайлăрах пулма тăрăшнине аса илчӗ.
Юбиляр Шупашкарта вӗреннӗ, унта юлташӗсем нумай. Халӗ те час-час пулать чăвашсен шӗкӗр хулинче – е черетлӗ çӗнӗ кӗнеке пичетлемелле, е пӗр-пӗр мероприятие йыхравлаççӗ, тусӗсемпе те тӗл пулмалла. Юбилей каçне тусӗсем Евгений Андреевича саламлама йышлăн килнӗ: ЧР пичечӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Митта Ваçлей ячӗллӗ преми фончӗн президенчӗ Илья Иванов, Халăх академикӗ, писатель Юрий Дадюков, ЧР пичечӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, журналист Петр Сидоров, скульптор Петр Пупин, Чăваш наукăпа искусствăсен академийӗн академикӗ Леонид Морозов. Кашни Евгений Турханпа пӗрле ӗçленӗ, иртнӗ вăхăтсене ăшшăн аса илчӗ. «Елчӗксен ентешлӗхӗ умӗнчи пархатарлă ӗçсемшӗн» медальпе чысларӗç ентешӗсем.
«Сувар» редакци коллективӗ юбиляра саламласа пир çине ӳкернӗ портретне парнелерӗ. Юбилей каçне халь редакцире ӗçлекенсем çеç мар, тахçанах урăх ӗçе куçнисем те – Сильвия Чаркина, Ирина Порфирьева – саламлама килни ӗçре Евгений Андреевича хисеплени çинчен калать.
Евгений Андреевичăн çемйи те сцена çине улăхрӗ. Кӗçӗн ывăлӗпе кинӗ Василийпе Регина тата мăшăрӗ Светлана Александровна юбиляра юратни çинчен пӗлтерчӗç, чирлемесӗр пурăнса нумай-нумай хайлав çырма хавхалану сунчӗç.
Пӗртăванӗн ывăлӗ, вăрçăсен ветеранӗ, усламçă Давид Турхан хăйӗнчен çеç мар, Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнчи Турхансенчен салам илсе килнӗ: «Хаклăран та хаклă çыннăмăра – Женя тетене – пысăк салам. Санăн телей хыççăн телей пултăр, яланхи пек вăйлă пул. Пурнăç çулӗ такăр пултăр, яланах хӗвел ăшăттăр, çула çутатса уйăх пăхтăр», – тесе ăнăçу сунчӗ.
Юбилей каçӗнчен тулли кăмăлпа тухрăмăр. Тепӗр пилӗк çултан 80 çулхи юбилей те чаплăн иртӗ, унта та çитсе курăпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев