ТУСЛĂХА ÇИРӖПЛЕТМЕ ПУЛĂШАТЬ
Чăваш чӗлхи кунне Иван Яковлевич çуралнă кун паллă тăваççӗ
Апрелӗн 20-мӗшӗнче Çармăсри шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ольга Ивановна Макарова ялти библиотекăн библиотекарӗпе пӗрле «Иван Яковлев тата унăн пурнăçӗн тӗп ӗçӗ» темăпа мероприяти ирттерчӗç.
Шкул ачисем чăваш халăхне çутта кăлараканăн çăмăл мар шăпи, пурнăç çулӗ-йӗрӗ пирки нумай пӗлчӗç. Ахальтен мар Чăваш чӗлхи кунне Иван Яковлевич çуралнă кун паллă тăваççӗ: чăвашсен пирвайхи алфавитне йӗркелекен, пӗрремӗш букварьне кăларакан шăпах И.Я.Яковлев. Вӗренекенсем Иван Яковлевăн хайлавӗсемпе интересленсех паллашрӗç, викторина ыйтăвӗсем çине хуравларӗç, тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупрӗç, чăвашла юрăсем юрларӗç. «Тăван чӗлхене юратакансене» кӗнеке куравӗпе те хаваспах паллашрӗç.
Апрелӗн 22-мӗшӗнче вара Чăваш чӗлхи кунне халалласа Çармăс шкулӗнче тепӗр таврапӗлӳ мероприятийӗ иртрӗ. Кунта хутшăнакансем чăваш çырулăхӗ еплерех пуçланса кайни пирки аса илчӗç, Иван Яковлевăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ пирки калаçрӗç, «Великий создатель алфавита» видеоролик курчӗç, пӗрремӗш чăваш букварьне еплерех майпа кăларни пирки пӗлчӗç. Мероприятире Константин Иванов, Çеçпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай сăввисем янăрарӗç. Ачасем чăвашла юмахсем вуларӗç, викторинăра хăйсен пӗлӗвне туптарӗç.
Чăваш чӗлхи кунӗ тăван чӗлхе пирки тӗплӗнрех пӗлме пулăшнисӗр пуçне нумай нациллӗ республикăмăрта пурăнакан халăхсем хушшинчи туслăха çирӗплетме те пулăшать.
Лидия КАРАЕВА.
Çармăс ялӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев