Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан ачисемпе çамрăкӗсем Новосибирскран 29 медальпе таврăннă

Тутарстанăн пилотсăр авиаци енӗпе сборнăйӗ ӗнер Новосибирск хулинче июлӗн 28-мӗшӗнчен пуçласа августăн 7-мӗшӗччен иртнӗ «Архипелаг – 2023» наци ăмăртăвӗнчен таврăннă.

Тутарстан командинче 14 шкул ачипе 4 вӗрентӳ организацийӗнче ăс пухакан студентсем пулнă. Вӗсем Хусанти КНИТУ-КАИ инженери лицей-интернатӗнче, Хусанти Дементьев ячӗллӗ авиаципе техника колледжӗнче, Лайăшри техникăпа экономика техникумӗнче тата Хусанти информаци технологийӗсемпе çыхăну техникумӗнче вӗренекенсем хутшăннă. Тутарстан ачисемпе çамрăкӗсем 105 дисциплинăпа тата тематикăлла направленисемпе иртнӗ ăмăртура 13 ылтăн, 9 кӗмӗл тата 7 бронза медаль çӗнсе илнӗ.

Уйрăмах Хусанти 6-мӗш номерлӗ гимназире вӗренекен Булат Нургалиева палăртмалла – 8-мӗш класра кăна пулсан та питӗ пултаруллă вăл, ăмăртуран 12 наградăпа таврăннă. Пӗтӗм Раççейрен пухăннă ачасемпе çамрăксен хушшинче Булат чи кӗçӗнни пулнă, çапах та, хăй каланă тăрăх, унран ыттисем хăраса тăнă-мӗн. «Заданисем çăмăл марччӗ, самаях тар тăкма тиврӗ. Анчах та эпӗ хам çӗнтерессе пӗлсех тăтăм. Хама хам шанни çӗнтерме пулăшать», – тет арçын ача.

Çӗнтерӳçӗсене кӗтсе илме аэропорта ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин та пынă. «Пирӗн сборнăй нумай наградăпа таврăнчӗ. Дронсемпе тӗрлӗ çӗрте усă курасси халӗ питӗ актуаллă. Пирӗн çамрăксен пуласлăхӗ çав тери çутă тесе шутлатăп, мӗншӗн тесен командăн пурнăç тата професси траекторийӗ епле пуласси паллă ӗнтӗРеспублика малашне çак ачасемпе çамрăксен çӗнтерӗвӗсемпе çитӗнӗвӗсем çине таянса ӗçлесси пирки иккӗленместӗп», – тенӗ министр.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев