Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çăмăлатнă майпа ОГЭ парас эксперимента хутшăнать

Кăçал çӗршывăн виçӗ регионӗнче (Мускав, Петербург тата Липецк облаçӗ) тăххăрмӗш класра вӗренекенсем ОГЭ икӗ предметпа çеç пачӗç. Ку улшăну 9-мӗш класс хыççăн вăтам професси илме шут тытнисене пырса тиврӗ.

Сентябрь уйăхӗнче РФ Çутӗç министерстви проекта 2029 çулччен тăсма тата хутшăнакансен йышне ултă регион таран анлăлатма палăртни çинчен пӗлтернӗ. Ведомство пуçлăхӗн Сергей Кравцовăн сăмахӗсемпе, эксперимента анлăлатни унăн тухăçлăхне объективлăрах хаклама пулăшать. Тутарстансăр пуçне проекта Ростов тата Тюмень облаçӗсем хутшăнӗç.

Аса илтеретпӗр, РФ Президенчӗ Владимир Путин апрель уйăхӗнче алă пуснă законпа килӗшӳллӗн тăххăрмӗш класс ачисем 10-мӗш класа каймасан, вăтам пӗлӳ илме шут тытсан  ОГЭ икӗ предметпа çеç памалла.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ОГЭ