Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан чиперккисем Раççей конкурсне хутшăннă

Тутарстан чиперккисем «Мисс Раççей – 2023» илем конкурсӗн финалӗнче хăйсене тивӗçлипе кăтартнă, тесе пӗлтерет «Мисс Тутарстан» конкурсăн пресс-служби.

Асăннă конкурс финалӗ Мускавра октябрӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ. Унта пирӗн республикăран «Мисс Татарстан – 2023» конкурсăн çӗнтерӳçисем  – «Мисс Хусан – 2023» титула тивӗçнӗ Екатерина Морозова тата «Вице-мисс Тутарстан – 2023» ята илнӗ Радэля Ахметшина – хутшăннă. Тутарстан пикисем Раççейӗн кашни регионӗнчен конкурса хутшăнма кăмăл тунă 85 пин чипреккерен 50 чи-чи пултаруллă хӗр шутне лекнӗ.

Финал жюрийӗнче «Мисс Раççей – 2001», «Мисс Тӗнче – 2002» титулсене тивӗçнӗ Оксана Федорова, Игорь Чапурин дизайнер, Владимир Матецкий композитор, «Мисс Раççей – 2006» ята тивӗçнӗ Татьяна Котова тата Дмитрий Маликов юрăç пулнă.

«Мисс Тутарстан – 2023» юбилейлă конкурсăн финалистки Елизавета Дудина «I Вице-Мисс Раççей» титула илме тивӗçнӗ. Екатерина Морозова вара «Наци костюмӗ» номинацире çӗнтернӗ.

 

Сăнӳкерчӗксем «Мисс Татарстан» конкурс пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев