Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан чирсем палăрнă регионсенчен выльăх та, выльăх-чӗрлӗх продукцине те кӳме чарасшăн

Çӗпӗр язви, бруцеллез, ящур пек хăрушă чирсем республика территорине сарăласран йышăнакан хушма мера ку. ТР Министрсен Кабинечӗн хушăвӗ хатӗр, хальхи вăхăтра коррупцие хирӗç экспертиза тӗрӗслевне иртет.

Документпа килӗшӳллӗн, республика территорийӗнче ящур чирне хирӗç комплекслă профилактика мероприятин планне çӗнӗ 2.22 пункт хушасшăн. Ящур чирӗ палăрнă регионсенчен выльăх та, выльăх-чӗрлӗх продукцине те республикăна кӗртмелле марри çинчен вăл. Чару çаплах çӗпӗр язвипе бруцеллез чирӗсене те пырса тивӗ. Сăмах кунта чир вăхăчӗ пирки кăна пырать.

Çӗнӗлӗхе пурнăçа кӗртессишӗн Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗ, ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринарин тӗп управленийӗ, ТР Шалти ӗçсен министерствипе выльăх-чӗрлӗх хуçисем яваплă.

Россельхознадзор пӗлтернӗ тăрăх, çӗршывăн 15 регионӗнче, çав шутра Удмуртпа Чăваш республикисенче те, выльăх чирӗсем палăрнă. Унта выльăхсене тата продукцие урăх вырăна куçарма чарнă. Тутарстан та инфекци сарăласран хушма мерăсем йышăнассине ТР Раисӗ Рустам Минниханов мартăн 14-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Аса илтеретпӗр, çак кунсенче Чăваш Енре мăйракаллă шултра выльăхсем пастереллез чирӗпе чирленӗ тӗсӗхсем пуррипе карантин унта  2026 çулхи мартăн 10-мӗшӗнчен пуçланнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество