Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан çулӗсем çинче виçӗ уйăхра 543 инкек пулнă

Çул çитмен ачасем хутшăннипе пулнă кашни инкек çинчен Следстви комитетне пӗлтереççӗ, ашшӗ-амăшне РФ Уголовнăй кодексӗн 151.2 статйипе явап тыттарӗç, кашни инкек çинчен массăллă хыпар хатӗрӗсенче çырӗç.

Тутарстан çулӗсем çинче 2026 çулăн виçӗ уйăхӗнче 543 инкек пулнă, 63 çын вилнӗ, 677-шӗ аманнă.

Çакăн пирки ӗнер ТР Правительствăн çул-йӗр çинчи хăрушсăрлăх енӗпе ӗçлекен комиссийӗн ларăвӗнче каланă.

Пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăçал аварисен шучӗ 32 сахалрах, анчах та вилекенсен шучӗ ытларах – пӗлтӗр 46 çын çул-йӗр çинче инкеке лексе пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал – 63. Аманакансен шучӗ пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 67 сахалрах.

ТР ШӖМӗн Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн патшалăх автоинспекцийӗн Управленийӗн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Айрат Самигуллин каланă тăрăх, çул-йӗр инкекӗсенче çынсем вилнин тӗп сăлтавӗсен шутне хирӗçле çул çине тухса тепӗр машинăпа çапăнни, çуран çӳрекенсем правилăсене пăхăнманни тата руль умне ӳсӗрле ларни кӗреççӗ.

Çул çинче вилекенсенчен 40 проценчӗ хирӗçле çул çине тухнипе инкеке лекнӗ, 16 проценчӗ – правилăсене пăсакан çуран çӳрекенсем.

Январьпе март уйăхӗсенче республикăра Патшалăх автоинспекцийӗ «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ ирттернӗ. Ку уйăхра та иртет вăл – апрелӗн 15-28-мӗшӗсенче. Çавăн пекех март-апрель уйăхӗсенче «Пешеход» профилактика мероприятийӗ иртет.

Юр ирӗлсе пӗтрӗ, çанталăк ăшăтрӗ – апла-тăк урамра питбайксемпе, мотоциклсемпе ярăнакансем йышланчӗç. Айрат Самигуллин асăрхаттарчӗ: çул çитмен ачасем хутшăннипе пулнă кашни инкек çинчен Следстви комитетне пӗлтереççӗ, ашшӗ-амăшне РФ Уголовнăй кодексӗн 151.2 статйипе явап тыттарӗç, кашни инкек çинчен массăллă хыпар хатӗрӗсенче çырӗç.

 

Сăнӳкерчӗк «Сельская новь» хаçатăн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дтп