Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан контрактпа службăна илессипе лидерсен шутӗнче

Республикăра контракт çыракансенчен 40 проценчӗ ытти регионтан килнисем. Кун пирки «Татар-информа» «Батыр» центрăн ертӳçи Владислав Кузнецов пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсемпе Оборона министерствипе контракт тăвас тӗллевпе центра кашни кун 50 яхăн çын пырать.

«Пирӗн регионра чи пысăк тӳлев пани те пысăк стимул пулнине палăртса хăвармалла. Контракт çырасси меллӗ иртнипе те пирӗн пата ытти регионсенчен килеççӗ. Вӗсене эпир пурăнмалли вырăнпа та, апатпа та тивӗçтеретпӗр. Пӗтӗмӗшле илсен контракт çыракансенчен 60 проценчӗ Тутарстанра пурăнакансем, 40 проценчӗ — ытти регионтан килнисем», — каланă вăл.

Тутарстан Республикинче паянхи куна чи пысăк тӳлевсенчен пӗри. Сентябрь уйăхӗнче Оборона Министерствипе контракт çыракансене пӗр хутчен тӳленекен укçана ӳстерме шутланă. Халӗ вăл икӗ миллиона çитнӗ. Ку мерăна ятарлă çар операцине каякансене тата вӗсен çемьисене тӗрев парас тесе ӳстерме шутланă. Çавна кура республикăна Раççейӗн ытти регионӗсенчен кăна мар, ют çӗршывсӗнчен те килеççӗ. 

Тутарстанра контракт тăвакансем пӗр хутчен çакăн пек тӳлевсем илме пултараççӗ: 1,3 миллион тенкӗ — Тутарстан Республикинчен, 400 пин тенкӗ —РФ Оборона министерствинчен тата 300 пин тенкӗ таран —муниципалитетсенчен. Ятарлă çар операцин зонинче кашни уйăхра 210 пин илсе тăраççӗ.

Укçа тӳленисӗр пуçне контрактниксене республикăри тата федераллă шайри çăмăллăхсем парăнаççӗ, вĕсене çар тумӗпе, ытти хатӗрсемпе туллин тивӗçтереççӗ. Ятарлă çар операцине каяс умӗн Тутарстанăн тата Самар облаçӗн полигонӗсенче вӗренӳ иртеççӗ.

Узнайте больше о службе по контракту в рядах ВС РФ, а также премиях, льготах и выплатах на heroes-tatarstan.ru. Заключить контракт с Министерством обороны РФ можно в любом городе или районе республики. Для этого необходимо оставить заявку по телефонам: 8 (800) 222-59-00 (для жителей Татарстана и других регионов РФ), 117 (для жителей РТ), прийти в военкомат или пункт отбора.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #служба по контракту