Тутарстан патшалӑх автоинспекцийӗ кун кӗскелсе пынă май çутта тавăракан элементсемлӗ тумтирсӗр çула тухма хушмасть
Çулталӑк пуçланнӑранпа Тутарстанра тӗттӗм вӑхӑтра çуран çӳрекенсем хутшӑннипе 144 çул-йӗр инкекӗ пулнӑ. Харпăр пурнăç хăрушсăрлăхӗ çине çăмăлттайла пăхни инкек патне илсе çитерет.
Тутарстан патшалӑх автоинспекцийӗ кун кӗскелсе пынă май çутӑ тавăракан элементсен пӗлтерӗшӗ тата та пысăкрах пулнине аса илтерет.
ШӖМӗн Тутарстан Республикинчи патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене кун кӗскелнине шута илсе тимлӗ пулма ыйтать, çуран çӳрекенсене каçпа тата çӗрле çутӑ тавăракан элементсемлӗ тумтир тăхăнма сӗнет.
Çулталӑк пуçланнӑранпа Тутарстанра тӗттӗм вӑхӑтра çуран çӳрекенсем хутшӑннипе 144 çул-йӗр инкекӗ пулнӑ. 138 тӗслӗхре шар курнисен тум çинче çутӑ тавăракан элементсем пулман, çавна пула 15 çын вилнӗ, 128 çын суранланнӑ.
Çул-йӗр правилисемпе килӗшӳллӗн, тӗттӗм е курӑнсах кайман вӑхӑтра çуран çӳрекенсен хӑйсемпе пӗрле çутта тавракан хатӗрсем пулмаллах. Хула е ял тулашӗнче, автотрасса е ытти çӗрте çак правилăсене çирӗп пăхăнмалла. Хулара е ялта çӳренӗ чух ку требовани сӗнӳ шутӗнче.
Çутта тавракан элементсем çуран çӳрекенӗн хӑрушсӑрлӑхне самай ӳстереççӗ, пурнăçа упраса хăварма май параççӗ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ çуран çӳрекенсене харпăр хăрушлăха тата çывăх çыннисенне тӗп вырăна хума чӗнсе калать. Астăвăр: сире килте кӗтеççӗ!
Сăнӳкерчӗк авторăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев