Тутарстан пограничникӗсен пӗрлӗхӗн IV слечӗ иртрӗ
Сентябрӗн 6-7-мӗшӗсенче Чистай районне делегатсем республикăн кашни кӗтесӗнчен килсе çитнӗ, çаплах хăнасем Костромапа Иваново облаçӗсенчен те пулнă.
Палăртса хăварар, делегатсен йышӗнче чăвашсем те сахалăн мар. Çӗпрел районӗнчен, тӗслӗхрен, Хусанти Аслă Çӗнтерӗвӗн парадне хутшăннă Александр Одиноков та пулнă.
Делегатсене Чистай районӗнчи Змеево ялӗнчси « Раздолье» сиплев комплексне кӗнӗ çӗртех чикӗ хурал нарячӗпе кӗтсе илни, слета уçнă церемони нумай асра юлӗ-ха вӗсен. Пограничниксем ятарласа «Заставăна тапăнни» хитре шоу хатӗрленӗ. «От Афгана до Чечни» ушкăн вара «Зеленая фуражка» юрра чӗрене тивмелле юрласа пограничниксене иртнӗ çар пурнăçне шухăшра тепӗр хут тавăрнă.
Хусанти Аслă Çӗнтерӳ парадне хутшăннисене медальпе, пӗрлӗхре хастар ӗçлекенсене «За заслуги в ветеранском движении» паллăпа тата Хисеп хучӗсемпе чысланă. çакăн пек çăмăл мар вăхăтра СВО салтакӗсене пулăшакансене уйрăммăн тав тунă. Вӗсене çар чаçӗсен саламне çитернӗ.
Делегатсемпе вӗсен çемйисем спорт ăмăртăвне хаваспах хутшăннă каçхине «От Афгана до Чечни» ушкăнăн концертне курнă. Паллах, кану кăна мар слетăн тӗллевӗ. Тӗпре – туслăх, пӗр-пӗрне пулăшу парасси тата пӗрлӗх.
Хамăр корр.
(А.Одиноков сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев