Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан пулли Санкт-Петербурга çитнӗ

Санкт-Петербургри «Экспофорум» курав центрӗнче октябрӗн 22 – 24-мӗшӗсенче Халăхсен хушшинчи пулӑ промышленноçӗн VIII форумӗ иртет.

Тутарстанри пулӑ промышленноçӗн предприятийӗсем хăйсем туса илекен продукцие Халăхсен хушшинчи пулӑ промышленноçӗн VIII форумӗн шайӗнче иртнӗ SeafoodExpo Russia пулӑ индустрийӗн, тинӗс продукчӗсемпе технологисен куравӗнче  паллаштарнă, пӗлтерет ТР Биоресурссен комитечӗн пресс-служби.  Мероприяти Санкт-Петербургри «Экспофорум» курав центрӗнче октябрӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа 24-мӗшӗччен иртет. Регион стендӗнче республикӑри ертӳçӗ предприятисен продукцийӗпе паллаштарнӑ. Компанисем пулӑ деликатесӗсен 30 ытла тӗсӗпе паллаштараççӗ. Çавсен хушшинче: сивӗлле тата пӗçерсе  тӗтӗмленӗ пулӑ, тӑварланӑ продукци, типӗтнӗ пулӑ, типӗтнӗ вӑлча, тин çеç шӑнтнӑ филе, пулӑран тунă пельменсем, котлетсемпе купатсем, снексем, консервӑсем.

Çулсерен Тутарстан продукцийӗпе ытларах интересленеççӗ. Çакнашкал мероприятисем производительсене продукцие сутас енӗпе кăна интереслентермеççӗ. Ку продукцие Раççей, тӗнче рынокӗсене кăларма май парать. Çакӑн пек форумсене хутшӑнни суту-илӳ географине анлӑлатма тата Тутарстан производителӗсен отрасльти позицийӗсене çирӗплетме пулӑшать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рыбная промышленность