Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Раисӗ Китайра

Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ӗçлӗ визитпа Китайри Шэньчжень хулине кайнă. Ку хула Китайăн электронлă тӗп хули шутланать.

Паян Тутарстан Раисӗ Китайăн çӳллӗ технологисен куравне уçнă çӗре хутшăннă. Вăл  Кăнтăр-Хӗвелтухăç Азире питӗ пысăк калăпăшлă мероприяти шутланать. Унта çулсерен 1000-е яхăн предприяти, 500 пине яхăн çын хутшăнать.

Тутарстан делегацийӗ Китайри пысăк компанисен разработкисемпе, микросхемăсем, чипсем тата ПО тăвакансен стенчӗсемпе паллашнă.

ТР Раисӗн пресс-службин ертӳçи Лилия Галимова пӗлтернӗ тăрăх, Рустам Минниханов компанин опычӗпе паллашма тата малашне пӗр-пӗрин хушшинче çыхăну йӗркелемешкӗн Тутарстан специалисчӗсене Китая яма хушу панă.

Тутарстансене çавăн пекех стартапсен инвесторӗн стенчӗ те интереслентернӗ. ТР Раисӗ ку компанин потенциалӗпе те тӗплӗнрех паллашма хушнă. Китай Наукăсен академийӗн павильонӗнче вара пирӗн делегаци унти ученăйсен медицина сферинчи разработкисене ăса хывнă.

Сăнӳкерчӗксем ТР Раисӗн пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев