Тутарстан Республикин гербӗн кунӗпе
Февралӗн 7-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Патшалăх гербӗн кунне паллă таватпăр
Республикăн пуян историне, культурине, пӗрлӗхне пӗрлештерет. Тутарстанра тӗрлӗ наци, тӗн конфессийӗсен çыннисем пурăнаççӗ, вӗсене пурне те тăван çӗре юратни, пӗр-пӗрне хисеплени пӗрлештерет.
Габдулла Тукай, Иван Шишкин, Муса Джалиль Гавриил Державин тата Петӗр Хусанкай – ку ятсем пирӗн республикӑпа уйрӑлми çыхӑннӑ, вӗсен пултарулӑхӗпе çитӗнӗвӗсем пирӗншӗн пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑраççӗ. Тутарстан Раççейрен, ют çӗршывсенчен килекен хӑнасене илӗртекен культура фестивалӗсемпе, мероприятийӗсемпе мӑнаçланать.
Тутарстан гербӗ яланах çӗнӗ çитӗнӳсен, республикӑмӑрӑн культура еткерлӗхне упраса ӳстернин символӗ пултӑр.
Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев