«Тутарстан Республикин Раисӗн Кубокне» кам илет-ши?
Декабрӗн 5-мӗшӗнчен пуçласа 7-мӗшӗччен Хусанти «Ак Барс» Кӗрешӳ керменӗнче самбопа халăхсен хушшинчи ăмăртусем иртеççӗ.
Тутарстан Республикин Раисӗн Кубокӗшӗн 120 яхăн спортсмен тупăшать. Раççейрен кăна мар, Белоруссирен, Узбекистанран, Казахстанран, Таджикистанран, Кыргызстанран та пур хутшăнакансем.
Арçынсем 58, 64, 71, 79, 88, 98, 98 килограммран ытларах, хӗрарăмсем 50, 54, 59, 65, 72, 80, 80 кг килограммран ытларах виçе категорийӗнче
тупăшаççӗ.
ТР Спорт министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев