Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикинче пурăнакансене «Çӗршыв сассисем» проекта хутшăнма чӗнеççӗ

Пӗчӗк Броннăйӗнчи тетарăн илемлӗх ертӳçи, режиссер Константин Богомолов курав витӗмӗпе кулленхи ӗçӗ-хӗлӗпе, шухăшӗ-хăвачӗпе çӗршыва улăштаракн çынсем çинчен 12 документаллă моноспектакль — «Çӗршыв сассисем» («Голоса страны») — лартасси пирки пӗлтерет


Ноябрӗн 4-мӗшӗнче, Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Мускавра ВДНХра «Россия» форум — çӗршывăн тӗп культурăпа социаллă площадка уçăлнă. Камчаткăран Краснодара çити регионсем хăйсен чи пысăк çитӗнӗвӗсем çинчен каласа кăтартнă, чи интереслӗ ӗçӗсем çинчен тӗнчене пӗлтернӗ. 
Пӗчӗк Броннăйӗнчи тетарăн илемлӗх ертӳçи, режиссер Константин Богомолов курав витӗмӗпе кулленхи ӗçӗ-хӗлӗпе, шухăшӗ-хăвачӗпе çӗршыва улăштаракн çынсем çинчен 12 документаллă моноспектакль — «Çӗршыв сассисем» («Голоса страны») — лартасси пирки пӗлтерет.
Проектăн тӗллевӗ — пирӗнтен кашни паттăр пулма пултарать, кашнин пурнăçӗ хаклă, пӗлтерӗшлӗ. 


Проекта темиçе тапхăрпа пурнăçа кӗртеççӗ. 2023 çулхи декабрь — 2024 çулхи февраль уйăхӗсенче хатӗрлев ӗçӗсемпыраççӗ. Çак вăхăтра 18 çул тултарнă Раççей гражданинӗ https://голоса-страны. рф сайта заявка хăварса хăйӗн пурнăçри историне каласа пама пултарть. 
Декабрь вӗçӗнче режиссерпа унăн команди чи лайăх 12 историе суйласа илет. Январь уйăхӗнче драматургсемпе фотографсем автор патне килеççӗ, сцена çине лартма пьеса çырма материал пухаççӗ. 


2024 çулхи февраль уйăхӗнче театр сцени çинче репетицисем пуçланаççӗ. Спектакльсене театр режиссерӗсем лартаççӗ, рольсене паллă артистсем вылӗç: Виктор Вержбицкий, Александра Ребенок, Игорь Миркурбанов, Александр Збруев тата ыттисем.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


2024 çулхи март уйăхӗнче ВДНХра «Россия» фестивальте 12 спектаклӗн премьери пулать. Куракансене тӳлевсӗрех кӗртеççӗ. Спектакльсене трансляципе ВКонтакте тата «Культура. РФ» сообществăра курма пулать. 


Проекта пӗтӗмлетсе кӗнеке те кăлараççӗ. Унта хутшăннисене парнелеççӗ ăна, регионсенчи массăллă хыпар хатӗрӗсенче те çырӗç вӗсем çинчен. 
Заявкăсене 2023 çулхи декабрӗн 20-мӗшчен йышăнаççӗ. Пӗтӗмлетӳсене сайтран пӗлме пулать. Проекта Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев панипе пурнăçлаççӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество