Юрлă ăшă хӗл пулнине кура кăçал кăшлакан чӗрчунсене ӗрчеме лайăх условисем пулни çинчен Россельхозцентрăн Тутарстанри филиалӗн ертӳçи Любовь Занина пӗлтернӗ.
«Юр ирӗлеспе çуртсем, кӗлетсем, витесем çывăхӗнче шăши-йӗкехӳресем валли наркăмăш тавраш хатӗрлемелле», - тесе сӗннӗ специалист. Занина палăртнă тăрăх, садра перчетке тăхăнса ӗçлемелле, çуллахи пӳртре, дачăра е пăлтăрта урай çунă чухне те перчетке тăхăнмалла тата маска.
«Çакă геморрагилле лихорадкăран сыхланма май парать», - тенӗ вăл. Эксперт хушса каланă тăрăх, юр ирӗлсе пӗтсен садри йывăçсемпе тӗмсене сиенлӗ хурт-кăпшанкă ересрен обработка туса наркăмăш сапмалла.
Нет комментариев