Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан санаторийӗсен илӗртӳлӗхӗ ӳсет

Росстат статистикипе республикăра санаторипе курорт объекчӗсен шучӗ 51 танлашать. Анчах Ассоциацин кăтартăвӗсем кăшт урăхларах. Евгений Терентьев палăртнă тăрăх вӗсем 39-шне çеç çак категорие кӗртеççӗ. Мӗншӗн?

Пур санатори те санатори мар

«Санатории Татарстана» ассоциацин Правлени председателӗ Евгений Терентьев отрасль лару-тăрăвӗпе паллаштарса асăннă конкурс мӗнпе усăллă пулни çинче чарăнчӗ. Росстат статистикипе республикăра санаторипе курорт объекчӗсен шучӗ 51 танлашать. Анчах Ассоциацин кăтартăвӗсем кăшт урăхларах. Евгений Терентьев палăртнă тăрăх вӗсем 39-шне çеç çак категорие кӗртеççӗ. Мӗншӗн? Росстат вӗсене лицензи шучӗпе шута илет пулсан Ассоциаци ӗç енӗпе. Шута илнӗ кашни санаторипе курорт отрасль требованийӗсене тивӗçтермест. Койка-вырăнпа (10 пин çурă) Тутарстан санаторийӗсем Раççейре çиччӗмӗш вырăнта. Канакансен шучӗ пӗлтӗр 3 процента ӳссе 1 миллион та 300 пинрен иртнӗ.

  • Субсиди конкурсне хутшăнни çинчен каласан пирӗн здравницăсем 2022 çултанпа унта активлă хутшăнаççӗ. Çапла «Ижминводы», «Крутушка», «Радуга», «Берсут» конкурсра çӗнтерсе инфраструктурăна çӗнетрӗç. Проектсен пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенкӗ. Ку ӗнтӗ софинансированипе пӗрле, çав шутран субсиди калăпăшӗ 30 миллион тенкӗ. 2024 çулта уйрăмах активлă пулчӗç ӗçтешсем. 11 здравница конкурса хутшăнчӗ. Проектсен хакӗ 21,5 миллион тенкӗ, субсиди шайӗ – 12 миллион тенке яхăн. Мӗнпе интереслӗ конкурс? Конкурс сӗнекен енсем санаторипе курортсен ӗçӗн тӗп енӗсем мар. Ача-пăча площадкисем, пляжсем, чансем иккӗмӗш вырăнта. Пӗрремӗш вырăнта сывлăх сыхлав енне аталантарасси, номерсен фондне тӗпрен юсасси, медицинăпа профилактика оборудованийӗсене туянни. Анчах пляжсем, мунчасем санаторипе курортсен илӗртӳлӗхне ӳстереççӗ. Санаторие сипленме çеç мар канма та килеççӗ», – терӗ Евгений Терентьев.

Ассоцици правленийӗн председателӗн сăмахӗпе, кăçалхи конкурса тата нумайрах санаторипе курортсем хутшăнма палăртнă. Проектсене хатӗрлесе çитернӗ те ӗнтӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм