Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан сунарçисем хăйсен пăшалӗсене панă

Иртнӗ эрнекун, октябрӗн 18-мӗшӗнче ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн сотрудникӗсем Росгвардин Тутарстанри управленийӗн Лицензи илме ирӗк паракан центрне ятарлă çар операцине яма пăшалсем килсе панă.

«Халӗ фронтра тӗп тимлӗх пилотсӑр вӗçекен аппаратсем çинче. Хӗç-пӑшалӑн пур тӗсӗнчен вӗсемпе кӗрешес ӗçре сунарçăсен пӑшалӗсем усăллăрах пулни паллă. Çавӑнпа эпир атьсем валли кирлӗ пулӑшӑва ӑсатсах тăратпӑр. Пӗтӗм сунарçӑсене çак пулăшăва хутшăнма чӗнсе калатӑп», – тенӗ Ешӗлвар районӗнчи ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн районсен хушшинчи пайӗн пуçлӑхӗ Алексей Астафьев.

Аса илтеретпӗр, хӗç-пӑшал парас текенсене Росгвардин лицензи илме ирӗк паракан центрăн районти уйрӑмӗсенче кӗтеççӗ. Ведомство специалисчӗсем процедура мӗнле иртнине ӑнлантарса парӗç, кирлӗ документсене тума пулӑшӗç. Хусанта пурӑнакансене Росгвардин Тутарстанри управленийӗн  Лицензи илме ирӗк паракан центрне (Хусан, Лазарев урамӗ, 16 çурт) каймалла.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем