Тутарстан Республикин сывлăх сыхлавӗн пӗрлехи колл-центрӗ кӗске номерпе ӗçлеме пуçланă. Çакăн пирки ТР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Июнӗн 1-мӗшӗнчен мобильлӗ телефонран 0316, стационар телефонӗсенчен 88002000316 номерпе шăнкăравласан врач патне йышăнăва та, вакцинаци тума та, диспансеризаци иртме те çырăнма пулать, тухтăра киле чӗнме те. Шăнкăрав тӳлевсӗр.
Колл-центр талăкӗпех ӗçлет.
Нет комментариев