Тутарстан туристсен çулçӳревӗсен шучӗпе 5-мӗш вырăнта
2026 çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче Тутарстана туристсем 1,5 миллион çулçӳрев тунă.

Пирӗн республика çак кăтартупа Раççей регионӗсен хушшинче 5-мӗш вырăн йышăннă.
Çур çулта Раççейӗпе туристсен 43,2 миллион çулçӳревне шута илнӗ. Ку, пӗлтӗрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, 4,3 процент ытларах. Туристсен шучӗпе 1-мӗш вырăнта Мускав тăрать (6,4 млн çулçӳрев), 2-мӗш – Краснодар крайӗ (4,2 млн), 3-мӗшпе 4-мӗш – Мускав облаçӗпе Санкт-Петербург (3,3 млн), 5-мӗш – Тутарстан (1,5 млн).
Ун хыççăн Свердловск (1,1 млн), Тюмень (980 пин), Ростов (864 пин) облаçӗсем тата Ставрополь крайӗ (800 пин) пыраççӗ.
Ют çӗршыв çыннисем те Раççее курма ытларах килме пуçланă. Туристсен йышӗ Магадан, Амур, Владимир, Курган облаçӗсенче, Байкал тăрăхӗпе Пермь крайӗнче, Буряти, Марий Эл, Чăваш республикисенче уйрăмах ӳснӗ.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев