Тутарстан «Туризм и индустрия гостеприимства» нацпроекта малалла хутшӑнать.
Тутарстан республикине 2024 ҫулта общество пуҫарӑвӗсене туризм инфраструктурине аталантарма пулӑшма 173,6 млн. тенкӗ уйӑрса панӑ.
Ҫак укҫапа предпринимательсем республикӑри 13 районта 20 пляж туса юсанӑ. Ҫав шутра 5-шӗ Ҫырчалли хулинче. Эпӗ ҫав пляжсене кайса килтӗм.
"Су анасы" пляж тутар поэчӗ Габдула Тукай ячӗллӗ ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ. Атмосфера кунта курортлӑ: 450 вырӑнлӑ йывӑҫ лежаксем, мунча, вӗрсе хӑпартмалли "Джунгли" аквапарк, кафе. Пляжра катамаранпа сапборда арендӑлама, электромоторлӑ кимӗпе е хӑвӑрт ҫӳрекен катерпа ярӑнма пулать.
"Sundale Beach Club" хӑйӑр пляжӗ ҫынсене ирхине 8 сехетрен пуҫласа каҫпа 2 сехетчен кӗтет. Пляжра чи шӑрӑх кунсенче канма веҫ пур: кунта шезлонгсем, зонтсем, туалетсем, шыв хатӗрӗсен прокачӗ, спорт оборудованийӗ пур, кафе те ӗҫлет.
Чи пӗчӗк хӑнасене шыва кӗртнипе кӑна мар, анимаци программипе те, ача-пӑча площадкинче вылянипе те савӑнтарма пулать. Унсӑр пуҫне пляжра тӗрлӗ активлӑхсем иртеҫҫӗ. Ирхине зарядкӑпа йогӑпа аппаланмалла пулать, каҫхине чӗрӗ музыкӑпа киленме, уҫӑ пӗлӗт айӗнчи дискотекӑра ташлама пулать.
Адреналин тата ҫӗнӗ туйӑмсем юратакансем валли Ҫырчаллинче "Добрый ветер" ятлӑ вейк-парк пур.
Вейк-парк малтан та пулнӑ, анчах пӗлтӗр парк хуҫи 1,1 млн тенкӗлӗх грант илнӗ, тата 30% хушса ярӑнма виҫҫӗмӗш установка туяннӑ. Предприниматель сӑмахӗсем тӑрӑх ҫакӑ 2 сехетлӗ черетсене чакарма пулӑшнӑ, халӗ черетсем 15 минут таран ҫеҫ тӑсӑлаҫҫӗ.
“Urman” пляжӗ темиҫе зонӑран тӑрать. Пӗрремӗшӗ - пляж зони. Иккӗмӗшӗ-шезлонгсем, бассейнсем патӗнче канмалли вырӑн. Виҫҫӗмӗшӗ-спорт вырӑнӗ, унта, сӑмахран, теннисла выляма пулать. Тӑваттӑмӗшӗ-фудкорт. Пиллӗкмӗшӗ-ача площадки. Кӑҫал пляж кӗркуннеччен кӑна ӗҫлет, малашне ӑна ҫулталӑкӗпех ӗҫлекен тӑвасшӑн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев