Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстана ютран çăмарта кӳмеççӗ

Тутарстана Белоруссирен, Турцирен, Азербайджанран пӗр çăмарта та кӳмен, мӗншӗн тесен республика хăй халăхне продукципе туллин тивӗçтерет. Çавăнпа Çӗнӗ çул вăхăтӗнче лавкка çӳлӗкӗсем те, склачӗсем те çăмартаран татăлман.

 2023 çулăн 11 уйăхӗнче Тутарстанра 1,5 миллиард штук çăмарта илнӗ. 2022 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2,4 процент нумайрах ку. Республика отрасле аталантарас шухăшлă, çавăнпа çăмарта шутне чакарма сăлтав çук.

Республикăра паянхи кун 5 чăх-чӗп фабрикинче, хăш-пӗри пысăк агрохолдингсем, çăмарта илеççӗ. ТР фермерсемпе хресчен хуçалăхӗсен ял хуçалăх кооперативӗсен ассоциацийӗн ертӳçи Камияр Байтемиров РБК Татарстан сайта пӗлтернӗ тăрăх, чăх-чӗп ӗрчетес шутлă фермерсем йышланса кăна пыраççӗ. Çавăнпа республикăра çăмарта дифицичӗ валли хальлӗхе пӗр сăлтав та çук.

– Çăмарта илессине чакарни мар, ӳстерни сисӗнет пирӗн. Продукцие ыйтакан пур-тăк, динамика лайăх пуласса шантарать», – тенӗ вăл. Ун сăмахӗсем тăрăх, фермерсем çӗнӗ ӗçе те пуçăнаççӗ, пӗрисем вакцина тумашкăн çăмартана фармацевтика предприятийӗсене ăсатаççӗ, теприсем аш-какайне тирпейлеççӗ. Тупăшра иккен кунăн сăлтавӗ.

Аса илтеретпӗр, Россельхознадзорăн хыпарӗ çине таянса ТАСС январь уйăхӗнче Раççее Белоруссирен, Азербайджанран тата Турцирен чăх çăмарти кӳрессине пӗлтернӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство