Тутарстанăн ял хуçалăхӗ 2025 çула лайăх кăтартусемпе вӗçлерӗ
Пӗтӗмпе республика пӗлтӗр 401,3 миллиард тенкӗлӗх (107 процент) чӗртавар туса илнӗ. Кун çинчен ТР Ял хуçалăх министрӗ Марат Зяббаров ТР Правительство Çуртӗнче Çӗнӗ çул умӗн иртнӗ ларура пӗлтернӗ. Министр сăмахӗпе, производствăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстан Правительстви Раççей Ял хуçалăх министерствипе тунă килӗшӗве туллин пурнăçланă.
Ӳсен-тăран отраслӗ валли çулталăк уйрăмах ăнăçлă иртнӗ. Пӗтӗмпе 4,6 млн тонна тырă (çав шутра пӗрчӗллӗ кукуруза та) туса илнӗ, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 35,8 центнерпа танлашнă. Çуллă культурăсем 1 млн тонна ӳстернӗ, вăтам тухăç 16,5 центнер. Сахăр чӗкӗнтӗрне 2,3 млн тонна çитӗнтернӗ кăçал, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 432 центнер. 1 млн тонна çӗрулмипе 277 тонна пахча çимӗç ӳстернӗ тата. Выльăх апатне вара 1,7 млн тонна апат единици чухлӗ хатӗрленӗ.
Пăва, Теччӗ, Арск районӗсенче чи нумай тырă пухса кӗртнӗ. Чи пысăк тухăçлăхпа вара Теччӗ, Кукмор тата Аксу районӗсем мала тухнă.
Кӗрхи ӗçсем пӗтсен те сахăр чӗкӗнтӗрне сахăр завочӗсене хирсенчен йăлтах ăсатса пӗтермен-ха. Паянхи кун тӗлне 1 миллион та 510 пин тонна чӗкӗнтӗре тирпейленӗ, тепӗр 600 пин тонна чӗртавара сахăр завочӗсене леçмелле-ха. Сезон пуçланнăранпа 209 пин тонна сахăр песокӗ кăларнă пирӗн.
Выльăх-чӗрлӗх отраслӗ пирки те министр япăх каламан. Республика кăçал пӗтӗмпе 2 миллион та 370 пин тонна сӗт сунă. Пӗлтӗрхи çак вăхăтринчен 82 пин тонна ытларах ку. Çăмарта илесси те 1,5 процента ӳснӗ. Пӗтӗмпе 1 миллиард та 613 миллион штук. 525 пин тонна (102,9 процент) аш-какай туса илнӗ. Çапла майпа республика хăйне валли ял хуçалăх продукцине çителӗклӗ туса илнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев