Тутарстанăн «Симӗс фитнесне» Раççейри 25 хула хутшăнчӗ
Республикăра паллă спортсменсемпе, фитнес-тренерсемпе пӗрле çăвӗпе 1000 ытла тренировка ирттернӗ.
«Симӗс фитнес» культурăпа спорт мероприятийӗсен сезонӗ хупăнчӗ. Кун пирки «Симӗс фитнес» социаллă спорт юхăмӗн ертӳçи Мурат Димитров «Татар-информăн» черетлӗ пресс-конференцийӗнче пӗлтерчӗ. Спикерсен шутӗнче ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Анна Захматова, ТР Çамрăксен правительствин председателӗн çумӗ Марат Ахматов пулчӗç.
Мурат Димитров палăртнă тăрăх, 2018 çулта «Симӗс фитнес» мероприятийӗсене пурӗ 250 пине яхăн çын хутшăннă.
– Пирӗн проекта Раççейӗн 25 хули хапăл туса йышăнчӗ. Çитес çул географие тата та анлăлатма шутлатпăр. Тренировкăсене паллă спортсменсемпе фитнес-тренерсем ирттерни те унăн сумне ӳстерет, вӗсем чи пӗчӗк ачасенчен пуçласа чи ваттисем таран юрăхлă пулни те витӗм кӳрет. Çăвӗпе 1000 ытла тренировка йӗркелерӗмӗр, – хыпарларӗ проект ертӳçи.
Мурат Димитров пӗлтернӗ тăрăх, проекта хута янă 2015 çулта эрнере пӗр тренировка ирттернӗ. Каярахпа тӗрлӗ спорт тӗсӗпе эрнере темиçешер заняти йӗркелеме тытăннă. Пӗрремӗш çул хутшăнакансен шучӗ 5 пинпе танлашнă пулсан, кăçала вăл 50 хутчен ӳснӗ. Сăнанă тăрăх, хӗрарăмсене ытларах зумба, йога, скретчинг спорт тӗсӗсем, арçынсене кросс-фит, бокс килӗшни палăрнă.
Спорт тренировкисемсӗр пуçне «Симӗс фитнес» тӗрлӗ фестивальсем те ирттерет. Кăçал, сăмахран, хăйсен сабантуйне йӗркеленӗ. Хӗлле те пулкалаççӗ ăмăртусем, анчах питӗ сахал. Мурат Димитров шучӗпе, «Симӗс фитнес» çапах та çуллахи мероприяти. «Кӗтни интереса вăйлатать кăна», – тет проект авторӗ.
Çитес çул «Симӗс фитнеса» СНГ çӗршывӗсене илсе тухма планланă. Хальхи вăхăтра Казахстанпа активлă хутшăнусем пыраççӗ.
Çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Анна Захматова ведомство çамрăксемшӗн уçă пулнине каларӗ. Ун сăмахӗсемпе, çамрăксенчен килнӗ интереслӗ проектсем татах та пур.
Сезон уçăлас умӗн пулнă пресс-конференцире Белоруссире «Симӗс фитнесăн» филиалӗ уçăлнине пӗлтернӗччӗ. Мурат Димитров сăмахӗсемпе, белоруссем проекта активлă хутшăннă. Хусансем вӗсене кирлӗ информаципе, ытти кирлипе тивӗçтерсех тăнă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев