Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн тӗп хулине 50 çӗршывран 100 яхăн çамрăк килсе курчӗ

Сочири «Сириусра» Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗн тӗп программи вӗçленсен Раççей регионӗсенче çамрăксен мероприятийӗ малалла тăсăлассине «Сувар» çырнăччӗ. Юнкун Тутарстанăн тӗп хулине 50 çӗршывран 100 яхăн çамрăк килсе çитнӗ: Албани, Алжир, Аргентина, Армени, Бангладеш, Беларусь, Бенин, Болгари, Боливи, Босни тата Герцеговина, Бразили, Бруней, Венгри, Вьетнам, Гвинея-Бисау, Джибути, Египет, Итали, Иран, Инди, Иордани, Испани, Колумби, Кыргызстан, Китай, Малайзи, Марокко, Нигери, ОАЭ, Пакистан, Перу, Сауд Аравийӗ, Серби, Таджикистан, Уганда, Узбекистан, Чад, Чехи, Швеци, Шри-Ланка тата ытти çӗршывсенчен. Паллах, Раççей Федерацийӗн регионӗсенчен те килнӗ яшсемпе хӗрсем. Вӗсене Хусан чукун çул вокзалӗнче кӗтсе илнӗ.

Делегатсене ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков саламланă. Нумай нациллӗ Тутарстан хăнасене йышăнма хавас пулни çинчен каланă вăл салам сăмахӗнче. Кӗскен республика, унта пурăнакансем çинче чарăнса тăнă. Тутарстанра 175 наци халăхӗ пурăннине асăннă. Республикăн историйӗ, культури, ăс-хакăл еткерӗ пуян пулнине палăртнă. Вырăнти экономика çинчен те каламасăр хăварман, ара, делегатсен хушшинче тӗрлӗ сферăра çитӗнӳ тăвакансем-çке — бизнесменсем, вӗрентӳ ӗçченӗсем, халăхсен хушшинче килӗштерсе ӗçлессипе вăй хуракансем, культура, медиа... — тата ытти сфера çыннисем, каласа паракан кашни япала, пулăм кăсăк вӗсене. 


Ринат Наильевич республика çӗршыври пысăк промышленность регионӗсенчен пӗри пулса тăнине, кунта нефть уçласа тирпейлессипе тата çӗршыв экономикишӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ ытти предприятисем ӗçлени çинчен те каласа панă. 


Тутарстанра пурăнакансен чӗрӗк пайӗ çамрăксем пулнипе те республика ертӳçисем çамрăксен политикине пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Çамрăксене, çамрăк çемьесене аталанма, пурăнма условисем туса пама тăрăшаççӗ. 


Ринат Садыков делегатсен халăх культурипе, йăли-йӗркипе паллашма май пуласси çине пусăм тунă. Паллах, халăх апачӗпе сăйласси те программăра пур. Тутарстана килнисем тантăшӗсемпе тӗл пулса калаçӗç. 


Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен фестивалӗн регионсенчи программинче Хусанта, Иннополисра экскурси ирттересси тăрать. «Урам» экстрим-паркра та пулса курӗç çамрăксем. Хусанти федераллă университетра, Наци библиотекинче, Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра «Мир тата килӗшӳ творчестви» («Иҗат аша тынычлык һәм бердәмлеккә») этнокультура фестивалӗн гала-концертӗнче — мартăн 16-мӗшӗччен ăçта кăна çитсе мӗн кăна курмӗç?! ТР Раисӗпе Рустам Миннихановпа тӗл пуласси, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗпе Ринат Садыковпа сесси ирттересси планра.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь