Тутарстанра 124,7 километр инженери сетьне çӗнетеççӗ
Коммуналлă инфраструктурăн, инженери сечӗн проблеми Раççейӗпех çивӗч. Пӗтӗмпе 60 проценчӗ, ку вăл пиншер километр, кивелсе çитнӗ. Çавăнпах РФ Президенчӗ В.Путин пуçарнипе 2023 çулта коммуналлă инфраструктура системине çӗнетмешкӗн икӗ çуллăх программа йышăннă. Тутарстанра кăна кун çине пурӗ 16,8 миллиард тенкӗ тăкаклӗç, вӗсем федераллă, республика бюджечӗсенчен уйăрни кăна мар, ресурспа тивӗçтерекен организацисем хушни те. ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун иртнӗ черетлӗ брифингра коммуналлă хуçалăх инфраструктурин строительствипе тӗпрен юсавӗ мӗнле пынипе паллаштарчӗç.
Федераллă программăн тӗллевӗ — коммуналлă инфраструктурăн аварилӗхне чакарасси, инженери сетьне çӗнетесси тата коммуналлă услугăсен пахалăхне ӳстересси. 2024 çул кăтартăвӗсемпе, асăннă инфраструктурăн модернизацийӗпе пирӗн республика Мускав, Санкт-Петербург тата Свердловск облаçӗ хыççăн Раççейре иккӗмӗш вырăн йышăнать. 6 уйăхра кунта 20 (çӳлерех асăннă регионсенче — 22) яхăн километр коммуникацисене çӗнетнӗ.
ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗ Марат Айзатуллин федераллă программăпа çак икӗ çулта Тутарстанра пӗтӗмпе 124,7 километр инженери сетьне (63 километрӗ — ăшă, 42,6 — шыв, 19,2 километрӗ канализаци) çӗнетессине каларӗ. Пӗлтӗр 19 объектри 37 километр инженери сечӗсене юсанă пулсан, кăçал 48 объектри 87,3 километра юсаса çӗнетмелле. 2024 çулхи ӗçсен 65 процентне пурнăçлама ӗлкӗрнӗ. Федераллă Программăна республикăн 10 муниципаллă районӗ: Агрыз, Заинск, Ешӗлвар, Камско-Устьински, Лайăш, Анат Кама, Сарман, Чистай районӗсем тата Хусанпа Çырчалли хулисем хутшăнаççӗ.
Коммуналлă инфраструктурăна çӗнетессипе федераллă программăсăр пуçне республикăн хăйӗн те 4 программи ӗçленине палăртса хăварчӗ спикер. Регион программисен планӗпе 195 объектра строительство тата юсаса çӗнетес ӗçсем ирттермелле. Строительствăпа монтаж ӗçӗсен 46 процентне пурнăçлама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ.
«Халăха ӗçмелли шывпа тивӗçтерес программăпа кăçал — 101, канализаци, тасату сооруженийӗсене тӗпрен юсассипе — 11, ăшăпа тивӗçтерессипе — 40 (77 котел лартмалла), газ валеçекен 43 объектра ӗçсем пыраççӗ, — терӗ спикер республика программисемпе паллаштарнă май.
Коммуналлă инфраструктура системине çӗнетес ӗçӗн тӗп заказчикӗсем ТР Инженери сечӗсен тӗп управленийӗ, „Татэнерго“ АО, „Казэнерго“ АО тата „Водоканал“ МУП. Вӗсем ку ӗçе хăйсен укçине те хушаççӗ.
Паллах, коммуналлă инфраструктурăн, инженери сечӗн проблемине икӗ çулта ниепле те татса пама çук, çитменнине ăна регионсем хăйсем тӗллӗн кăна пурнăçлаймаççӗ, мӗншӗн тесен ӗç калăпăшӗ пысăккипе кăна çыхăнман ку, материалӗсем хакланса пынипе те. Тутарстанри пысăк хуласенчи ăшă пăрăхӗсен — 50 проценчӗ кивелнӗ, шыв пăрăхӗсем те çуллен 2-3 процента (60-шар километр) япăхса пыраççӗ. Ытти регионсенче те лару-тăру пирӗннинчен питех уйрăлса тăманни те паллă. Çавăнпа Марат Айзатуллин 2025 çулта çакнашкал тепӗр федераллă программа хута каясса питӗ шанать, мӗншӗн тесен текех çулран çула хăварса пымалли проблема мар вăл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев