Тутарстанра +14 градус таран ăшăтмалла
Канмалли кунсенче Тутарстанри сывлăш температури 9-14 градус таран ăшă пулать тесе прогноз парать çывăх кунсене ТР Гидрометцентрӗ.
Юнкун, апрелӗн 6-мӗшӗнче синоптиксем йӗпе юрпа çумăр пулать теççӗ. Çӗрлехи сывлăш температури -3 градусран пуçласа -8 градус таранччен пулать. Кăнтăрла +3, +8 градус.
Апрелӗн 7-мӗшӗнче те йӗпе юрпа çумăр пулать. Çеккунта 15-20 метр хăвăртлăхлă каска çил тухма пултарать. Çӗрле термометрсем 0°С, -5°С таран анмалла. Кăнтăрла сывлăш температури +2, +7 градус таран хăпармалла.
Эрнекун юр е çумăр çăвасси иккӗленӳллӗ. Температура фонӗ самай çӗкленет, каçхине вăл 0°С, +5°С пулма пултарать, кăнтăрла +8, +13 градусов ăшă.
Шăматкунпа вырсарникун синоптиксем ăшă çанталăк пулать теççӗ, вырăнӗ-вырăнӗпе пысăках мар çумăр çума пултарать. Çӗрле
0°С, +5°С пулать. Шăматкун кăнтăрла сывлăш температури +6, +11 градус ăшă, вырсарникун +9°, +14°С пулмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев