Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 20-ри студенткăн 2 миллион тенкине вăрланă

Хăй каласа панă тăрăх, ăна икӗ номертен хăрушсăрлăх службисен сотрудникӗсен ятӗнчен шăнкăравласа шучӗ çинчи укçана такамсем ВСУ валли куçарасшăн тесе хăратнă.

Укçасăр юлнисӗр пуçне ăна тата уголовнăй явап тыттарассипе сехрине хăпартнă. Çавăнпа унăн шучӗ çинчи мӗнпур укçана деклараци туса ятарлă шут çине куçарма хушнине хыпарлать ТР ШӖМӗн пресс-служби.  Шартах сикнӗ хӗр никампа канашламасăрах хайхисем калнă «хăрушсăр» шут çине 2 533 400 тенкине куçарнă.

Çак факт енӗпе халӗ уголовнăй ӗç пуçарнă. Анчах укçана каялла тавăрасси иккӗленӳллӗ, мӗншӗн тесен следстви студенткăна шăнкăравланă номерсене Великобританире тата Запорожье облаçӗнче регистрациленине палăртнă.

ТР ШӖМӗ тепӗр хут çаксене асра тытма асăрхаттарать:

– Право хуралӗн сотрудникӗсем нихăçан та граждансене шăнкăравламаççӗ, пухăннă укçана нимӗнле хăрушсăр шутсем çине те куçарма ыйтмаççӗ.

– Палламан çынсем телефонпа шăнкăравласа укçăр, банкри шутсемпе банк карттисем çинчен сăмах пуçарнине илтсенех телефон трубкине хумалла.

– Палламан çынсем, вӗсем хуть кам ятӗнчен шăнкăравласан та, мӗн хушнине пурнăçличчен малтан çывăх тăвансемпе калаçса пăхмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев