Тутарстанра 2022 çулта хăтлăх кӗртмелли обществăллă вырăнсемшӗн тата картишсемшӗн сасăлав пуçланать
2022 çулта хăтлăха кӗртмелли объектсемшӗн сасăлав майăн 30-мӗшӗччен тăсăлать. Унăн тӗп тӗллевӗ – ял/хуласене вӗсен пурăнаканӗсемпе пӗрле аванлатма. Порталта 1 хут çеç сасăлама пулать
Апрелӗн 26-мӗшӗнче ТР госуслуги порталӗнче тата «Услуги РТ» приложенире 2022 çулта хăтлăх кӗртмелли объектсемшӗн сасăлав пуçланать. Халӗ республика çыннисем обществăллă вырăнсемшӗн кăна мар, топ-200 хăтлăх кӗртмелли картишсемшӗн те сасăлама пултараççӗ. Картишсене «Наш двор» республика программи шайӗнче çӗнӗлетӗç. Унсăр пуçне халăх Казанка юханшывне аталантармалли стратеги шайӗнче ҫыран хӗрринчи зонӑсене аталантармалли приоритетсене суйласа илме пултарать.
Кашни районта чи нумай сасă пухнă обществăллă вырăнсене «Формирование комфортной городской среды» федераллă программăпа хăтлăх кӗртӗç. Муниципаллă йӗркеленӳсенчи картишсене суйланă чухне вара çынсен хастарлăхӗ тата çумри çуртсенчи пурăнакансен йышӗ çине пăхаççӗ.
2022 çулта хăтлăха кӗртмелли объектсемшӗн сасăлав майăн 30-мӗшӗччен тăсăлать. Унăн тӗп тӗллевӗ – ял/хуласене вӗсен пурăнаканӗсемпе пӗрле аванлатма. Порталта 1 хут çеç сасăлама пулать.
Сасăлама ТР госуслуги порталне кӗмелле те сасăлав пирки банер çине пусмалла е gorodsreda.ru сайта кӗмелле. Унтан телефонпа регистраци тумалла та сасăлав патне кӗмелле. Унта кирлӗ района суйламалла, ун хыççăн 2022 çулта хăтлăх кӗртмелли кирлӗ парк. «Услуги РТ» приложенире сасăлав «Опросы жителей» разделта иртет.
Çак этапа иртнӗ хыççăн картишсемшӗн сасăлама пулать тата Казанка юханшывне аталантармалли стратеги шайӗнче ҫыран хӗрринчи зонӑсене аталантармалли приоритетсене суйласа илме пултарать. Сăмах 5 парк пирки пырать: «Сады у Казанки», «Манзара», «Русско-Немецкая Швейцария», «Спортивный парк» тата «Савиновский парк». Пурӗ вара 12 çыран хӗрринчи парк тума шутлаççӗ.
Сасăлавра 200 волонтер пулăçӗç. Вӗсем Хусан, Çырчалли МФЦсенче тата Анат Кама, Элмет, Пӗкӗлме, Чистай, Ешӗлвар, Лениногорск районӗсенче ӗçлӗç. Волонтерсем çынсене информаци парӗç тата пулăшӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев