Тутарстанра 3 эрне вăрмансене кӗме юрамасть
4-мӗш класлă пушар тухас хăрушлăх тăнипе Тутарстанри вăрмансене 21 кун кӗме чарнă. Кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин июнӗн 2-мӗшӗнче алă пуснă.
Чару республикăри Аксу, Элкел, Элмет, Павлă, Пӳлер, Пăлхар, Пӗкӗлме, Кайпăç, Пăва, Нурлат, Теччӗ, Лениногорск, Çарăмсан — пурӗ 31 вăрман хуçалăхне пырса тивет. Вăрманти лару-тăрăва пăхса тăракан вырăнти влаçпа ятарлă учрежденисен специалисчӗсемсӗр пуçне çак вăхăтра граждансен вăрмансене техникăпа та, çуран та кӗме юрамать.
Иртнӗ эрнере вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пысăккине Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ асăрхаттарчӗ. Çавна кура вăрмансенче тата вӗсен çывăхӗсенче кăвайт чӗртме, хирти, улăх-çарансенчи, сад-пахчасенчи типӗ курăка çунтарма, шăрпăк, пирус тӗпне тата ытти пушар кăларакан япаласене пăрахмалла мар.
Вăрмансене кӗме юраман вăхăтра Тутарстан çыннисем валли ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин «Вăрман пушарӗсен центрӗн» пӗрлехи контакт центрӗ ӗçлет. Пушар тухас хăрушлăха асăрхасан
8(843) 221 37 95 номерпе шăнкăравламалла.
(Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев