Ҫулсем ҫинче пӑрлак пулать. Уйрӑм районсенче тӗтре анма пултарать, теҫҫӗ синоптиксем
Паян республикӑра аномалиллӗ сивӗ ҫанталӑк пулать, тесе пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗ.
Тутарстан ҫийӗнчи тӳпе пӗлӗтлӗ пулать, выранӗ-вырӑнӗпе юр ҫума пултарать.
Сил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен ҫеккунтра 3-8 метра вӗрет. Ҫулсем ҫинче пӑрлак пулать. Уйрӑм районсенче тӗтре анма пултарать, теҫҫӗ синоптиксем.
Ҫӗрле тата ирхи вӑхӑтра сывлӑш температури регионра 23-28 градус сивӗ пулать. Кӑнтӑрла тӗлне сывлӑш температури -18, -23 градуса ӑшӑнать. Уяртсан сывлӑш температури -34 градуса ҫитме пултарать.
Нет комментариев