Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 4 миллиона яхăн тонна пӗрчӗллӗ тата пăрçаллă культурăсене пухса илнӗ

Тунтикун, ноябрӗн 11-мӗшӗнче «Татарстан – республика достижений» проект шайӗнче иртекен тӳрӗ эфирта ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ТР ял хуçалӑхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров кӑçалхи ял хуçалӑх сезонне пӗтӗмлетрӗ, отраслӗн малашлӑхӗ çинчен каласа пачӗ тата куракансен ыйтӑвӗсем çине хуравларӗ.

Тутарстан ял хуçалӑх продукцине туса илессипе çӗршывра яланах лидерсен шутӗнче. Республика ял хуçалӑхӗн пӗтӗмӗшле продукцийӗн калӑпӑшӗпе Раççейри вунă малта пыракан  регионсен хушшинче пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать, çак кӑтартупа  Федерацин Атăлçи округӗнче вăл паянхи куна лидер. Тутарстанра пурăнакан кашни тӑваттӑмӗш çыннăн пурнӑçӗ ял хуçалăхӗпе çыхӑннӑ.

«Республикăра 1 миллион та 365 пин гектартан паянхи кун тӗлне 3 миллион та 970 пин тонна тӗш тырӑ пуçтарнă, вӑтам тухӑç гектартан 29 центнер. Майлаштарса  пӗтернӗ хыççӑн пӗтӗмӗшле тухăç 3 миллион та 790 пин тоннӑпа танлашать. Вӗсенчен 2 миллион та 300 пин тонна – тулӑ, 976 пин тонна – урпа, 141 пин тонна – ыраш, 134 пин тонна  – пӗрчӗллӗ пӑрçа. Уй-хирте хальхи вăхăтра хӗвелçаврӑнӑшпа (21 пин гектартан) кукурузăна (18 пин гектартан) кăна пухса кӗртмелле. Паян сахӑр кӑшманне пухасси вӗçленет. Кăçал республикăра унăн тухăçӗ 2 миллион та 616 пин тоннăпа танлашнă. 855 пин тоннинчен 121 пин тонна сахăр туса илнӗ те ӗнтӗ», – паллаштарчӗ цифрăсемпе Марат Зяббаров.

«Экспорт продукции АПК» федераллӑ проектăн  «Международная кооперация и экспорт» наци проекчӗ шайӗнче 5398 гектарта 5 масштаблӑ проекта пурнӑçа кӗртнӗ.

Тӳрӗ эфир вăхăтӗнче тунă скриншот. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство урожай