Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 5 миллион та 222 пин тонна тӗш-тырă вырса илнӗ

Çакăн çинчен паян ТР вице-премьерӗ – ял хуçалăхӗпе продовольстви министрӗ Марят Зяббаров брифингра пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсемпе вырма вӗçленмен-ха, тата пурӗ 26 пин гектар çӗре тытăран тасатмалла.

Кăçалхи вырма кампанийӗнче малта пыракансем Арск, Теччӗ, Пăва районӗсем. Арскра 215,1, Теччӗре 214,7, Пăвара 203,4 пин тонна тырă пухса кӗртнӗ.

Антилидерсене те палăртрӗ республикăра продовольстви запасӗшӗн яваплă çын. Ку вăл Ешӗлвар, Менделеевски, Тури Услон районӗсем. Вӗсем 39,1 пин тонна, 49,6 пин тонна, 55,4 пин тонна тырă вырса илнӗ.

Малта пыраканнисемпе кая юлаканнисен кăтартăвӗсене пурне те пӗр çӗре пуçтарсан, кăçал Тутарстанри вăтам тухăç – гектартан 36,8 центнер тухать.

Тутарстан кăçал 1,5 миллион гектар çӗр çинчен тырă пухса кӗртмелле, çу культурисене 427 пин гектартан. ТР Президенчӗн çак хушăвне аграрисем тивӗçлипе пурнăçласа пыраççӗ.

Совет Союзӗ вăхăтӗнчи агрономсем тӗлленме те пултарайман тухăç илнӗ хуçалăхсем те пур республикăра. Тӗслӗхрен, Тукай районӗнчи «Ирек» тата «Гигант» хуçалăхсем. Вӗсенчен пӗрин хирӗнче гектартан 82,1 центнер тырă тухнă, тепринче – 76,2 центнер.
Михаил Фролов сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев