Тутарстанра çанталăк пăсăлать
Республикăра пурӑнакансене аслатиллӗ вăйлă çумăр тата ҫил-тӑвӑл пуласса ТР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет.
Паян 15:00 сехетрен пуçласа çĕрле 02:00 сехетчен республикӑра вырӑн-вырӑнпа аслатиллӗ çумӑр çăвать, вӑйлӑ çил (çеккунтра 24 метр таран хӑвӑртлӑхпа) пулать, çавӑн пекех пӑр та çума пултарать.
Хусанта 17:00 сехетрен пуçласа 21:00 сехетчен çанталăк пăсăласа кӗтеççӗ.
Ведомствӑра çуран çӳрекенсене асӑрхануллӑрах пулма сĕнеççĕ, водительсене инçе çула тухма хушмаççĕ.
Çулсем çинче асăрхануллă пулăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев