Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Чистый воздух» операци шайӗнче машинăсене тӗрӗсленӗ

Тӗрӗслеве ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви тата ГИБДД инспекторӗсем ирттернӗ.

Тӑватӑ уйӑх хушшинче, июнӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 30-мӗшӗччен, иртекен «Чистый воздух» операци шайӗнче çичӗ пине яхӑн машинăна тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслеве ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерстви тата ГИБДД инспекторӗсем  ирттернӗ. Каласа хăвармалла,  пӗрлехи операцие вĕсем Тутарстанра çулсерен 40 çул хушши ирттереççӗ, пӗрремӗш рейдсем 1983 çултах пуçланнӑ.

6886 автотранспорт хатӗрӗнчен 5999 çӑмӑл, 479 тиев машини тата 408 автобус тĕрĕсленĕ. ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вĕсенчен 184-шĕн тĕтĕмĕнче варалакан япаласем нормӑран  ытларах пулнине палӑртнӑ, ку тӗрӗсленӗ мӗнпур машинӑсенчен 2,7 проценчĕ пулать.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: воздух